16 января 2016 г.
5 çул каялла, январĕн 15-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Следстви комитетне туса хунă. Унăн тĕп тĕллевĕ - йывăр преступленисене - çынна вĕлернĕ, вăрланă, çынсене сутнă, коррупципе, арлăх киревсĕрлĕхĕпе çыхăннă, çавăн пекех ĕç укçине вăхăтлă тÿлемен, ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăснă тата ытти киревсĕр тĕслĕхсене тĕпчесе уçса парасси.
Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕнче 6 сотрудник тăрăшать. Вĕсем Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсенчи киревсĕр ĕçсене тĕпчеççĕ. Иртнĕ 2015 çулта тĕрлĕ майпа илнĕ пĕлтерÿсемпе уголовнăй 91 ĕç уçнă, вĕсенчен 72-шне тĕпчесе пĕтернĕ. Преступниксем пурĕ пĕр миллион ытла тенкĕлĕх сиен кÿнине палăртнă, шыраса илнĕ. Следстви пайĕ халăхпа тачă çыхăнса ĕçлет - çынсенчен тĕрлĕрен пĕлтерÿсем илет, вĕсене йышăнать. Иртнĕ çул кунти йышăнусене 100 ытла çын килнĕ.
Хăрушă преступленисене тĕпчесе уçса парасси çине ытларах тимлĕх уйăратпăр. 2015 çулта следстви пайĕ çынна вĕлернĕ 5 тĕслĕхпе, сывлăха пысăк сиен кÿнипе çын вилнĕ 3 тĕслĕхпе уголовнăй ĕçсем пуçарса тĕпчессине вĕçленĕ. Вĕсене пурне те ÿсĕрле тунă.
Иртнĕ çулсенче тунă преступленисене уçса парассипе те ĕçлесе пыратпăр. Иртнĕ çул 2011 çулта тунă пĕр преступление уçса панă.
Следстви пайĕн ĕç-хĕлĕн тепĕр çул-йĕрĕ вăл - çул çитменнисемпе çыхăннă преступленисене тĕпчесси. 2015 çулта ку енĕпе 11 çамрăк асап курнă.
Суда çул çитмен ачасем хутшăннипе çыхăннă уголовнăй 3 ĕç, çул çитмен çамрăксене хирĕç тунă 6 преступлени енĕпе ĕçсем ярса панă. Çак ĕçсене тĕпченĕ, уçса панă чухне питĕ асăрхануллă, тимлĕ пулма тăрăшатпăр, преступлени тума хутшăннă уйрăм çынсене çеç мар, вĕсене киревсĕрлĕх çулĕ çине мĕн илсе пыма пултарнине те палăртатпăр.
Право сыхлавĕн ытти органĕсемпе пĕрле коррупци сĕмĕллĕ уголовнăй 18 ĕçе уçса панă. Малашне те вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесе, çынсен пулăшăвĕпе усă курса кашни преступление уçса парăпăр, айăплисене тивĕçлипе явап тыттарăпăр.
А.ИВАНОВ,
РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи.