16 января 2016 г.
Кăçал пирĕн çĕршывра Кино çулталăкĕ иртет. Çавăнпа та кино курма çеç мар, ун пирки ытларах калаçма та, пĕлме те тÿр килĕ.
Чăваш Енре пĕрремĕш илемлĕ фильм 1926 çулта кун çути курнă. Ăна Иоаким Максимов-Кошкинский тата унăн мăшăрĕ Тани Юн /Бурашникова/ калăпланă. «Чăвашкино» ÿкернипе темиçе илемлĕ тата документлă фильм халăх умне тухнă. Чăваш киноне ÿкересси тепĕр хут иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче вăй илнĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн Шупашкарта тĕнче шайĕнчи кинофестиваль ирттерме пуçланă. Пĕлтĕр Чăваш Енĕн тĕп хули Мускав, Питĕр тата ытти хулари ăстасен ĕçĕсене, тĕрлĕ халăх режиссерĕсем ÿкернĕ фильмсене куракан умне кăларчĕ. Маларах чăваш фильмĕсем пулман. Юлашки çулсенче вара унта «Нарспи» фильма кĕртнĕ. Каярах тата тăватă илемлĕ тата икĕ документлă фильм курма май килнĕ. Çавăн пекех иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул тата Литература çулталăкне халалласа Ялти кинофестиваль иртрĕ.
Кино çулталăкне халалласа Аслă Таяпари ял библиотекинче «Ĕлĕкхи юратнă кĕнекесем çĕнĕлле илемлетÿсемпе» курав уçăлнă. Унта Г.Садовниковăн «Большая перемена», В.Черныхăн «Москва слезам не верит», В.Курочкинăн « На войне как на войне», М.Зощенкон «Не может быть», Ф.Кноррен «Родная кровь» тата ытти кĕнекесем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çакă интереслĕ: вулакансем çак кĕнекесем тăрăх ÿкернĕ илемлĕ кинофильмсене курнă хыççăн вĕсене алла илсе вулаççĕ. Хăть те мĕн каласан та паянхи пурнăçра кинематографи чи лайăх реклама шутланать. Çавăнпа та Кино çулталăкĕнче илемлĕ литература вулакансен йышĕ чакмастех пулĕ.