Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Матькассинчи Сурхури

16 января 2016 г.

Шÿтлеме юратать Миша, чăннипех юратать. Вăтăр сакăр çулхи арçын шÿтлесе ĕçкĕ-çикĕре ÿсĕрсене урăлтарать, уррисене ÿсĕрĕлтерет теççĕ ялта.

Акă, паян та, Сурхури çĕрĕ, килтисенчен вăрттăн верандăна тухрĕ. Амăшĕн кивĕ арчине уçса кĕпе-тумтире суйлама пуçларĕ. Арча тĕпĕнче выртакан тĕркене салтрĕ те:

- О, мана кирлĕ япала, - тесе асламăшех тăхăнса çÿренĕ икĕ аркăллă пир кĕпене хăй çине тытса виçрĕ. Хăвăрт çеç шăлаварне хывса чăваш хĕрарăмĕн кĕпине тăхăнчĕ. Кĕскерех, арки чĕркуççине кăшт çеç хуплать, çаннисем те кĕске.

- Аптрамасть, кун пек те юрать, - тесе унталла-кунталла пăхкаларĕ те стена çинче çакăнса тăракан хура кашемир тутăра çыхса пÿрт алăкне майĕпен уçрĕ. Хыçалти пÿлĕмре никам та çук. Çемье малти пÿлĕмре телевизор умĕнче ларать.

- Кăтартатăп сире телевидени. Сурхури ятлă кăларăм пулать, - тесе Миша алăк урати çине тăрса хыттăн кăххăм! тесе ÿсĕрчĕ. Диван çинче ларакан амăшĕ:

- Ай! - тесе кăшкăрса ячĕ. Диван çинчех тĕлĕрсе ларакан Миша ашшĕ, Петюк тете çамрăк каччă пек ура çине яш! сиксе тăчĕ. Шкулта вĕренекен икĕ хĕрачи, Машăпа Полина, çари! кăшкăрса кресло çинче ларакан амăшĕ патнелле ыткăнчĕç. Миша мăшăрĕ, Вера, аллипе чĕре тĕлне тытса упăшкине ятларĕ.

- Хĕрĕхе çывхарса пыратăн - ăсу пĕчĕк ачанни пек. Пире хăратиччен урама тух çынсене хăратма, - тесе тарне шăлчĕ ашшĕ.

- Лайăх шухăш - тухатăп урама, - тесе лăх-лăх кулать ывăлĕ, кăмака çинчен кăçаттине илсе.

- Миша, мĕншĕн чăлхуна хыватăн, - терĕ арăмĕ.

- Пĕлетĕп мĕн тумаллине, - хуравларĕ упăшки кăçатă тăхăннă май.

- Атте, пирĕн патне Катя килмелле. Юмăç пăхасшăн эпир. Эсĕ ăна ан хăрат, юрать-и? - ыйтрĕ аслă хĕрачи Маша.

Ашшĕ хирĕç чĕнмесĕр пÿртрен тухрĕ. Тулта сĕм тĕттĕм. Çич-сакăр кил урлă çеç пĕр электролампа çунать юпа çинче. Веранда алăкĕнчен урама çутă ÿктĕр тесе Миша алăка хупмасăр хăварчĕ. Çул варрине тухсанах арçын аслă урам енчен килекен çын мĕлкине асăрхарĕ. Урам тепĕр енче ларакан кĕлет хыçне пытаннă Миша аслă хĕрĕн тус-тантăшне Катьăна палласа илчĕ.

Хĕрача кĕлетпе танлашсан Миша кăçаттисене хывса аллисем çине тăхăнтартрĕ те çара уран юр тăрăх çул çине чупса тухрĕ. Хăй умне тухса тăнă катемпирен Катя хытă шикленчĕ пулсан та çухалса каймарĕ - веранда алăкĕ уççине асăрхаса çутă еннелле тапса сикрĕ. Пĕр самантрах алăка хупса тимĕр питĕркеçе шутарса питĕрсе хучĕ. Пÿрт алăкне уçнă чухне чутах Машăпа çапăнатчĕ.

- Маша! Тулта такам пур. Хăрушăскер, çара уран!

- Ан шавлăр, - терĕ Маша амăшĕ, - алăка хупăр та итлесе тăрăр.

- Мĕн итлемелле? - тĕлĕнет шуйханнă хĕрача.

- Сана хăратакан усал алăка шаккама пуçлать. Унтан вара матькасси сăмаххисем пуçланаççĕ.

- Эсĕ ăçтан, мĕнле пĕлетĕн, Вера аппа?

- Сана хăратаканни - Миша тетÿ.

Чăнах та веранда алăкĕнчен шаккани илтĕнчĕ. Полина кайри пÿлĕмри çутта сÿнтерсе чÿречерен пăхрĕ.

- Анне, атте малти пахчана кĕрет. Тухса уç алăка.

- Шăнтăр-ха кăштах, - тесе лĕх-лĕх кулать Петюк тете.

Чÿречерен шан-шан тутарса шаккарĕç.

Вера форточкăна уçса:

- Кам шаккать? - тесе ыйтрĕ.

- Уçăр алăка, матькассисем. Шăнса чирлетĕп вĕт, - вăрçăнать Миша...

Пÿрте кĕрсенех ăшăтакан пăрăх çумне тĕршĕннĕ арçын хăйĕнчен кулакан йыш çине пăхса:

- Юрĕ, çитет кулса. Атя юмăç пăхатпăр, - терĕ. Валидол ĕçсе лăпланнă амăшĕ пуçне сулласа:

- Чăнах та эсĕ юмăç, ывăлăм, - терĕ.

Пурте ахăлтатса кулаççĕ.

А.СОРОКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика