13 января 2016 г.
Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе çĕнĕ çулта пĕрремĕш канашлу ирттернĕ.
Вăл пухăннисене Çĕнĕ çулпа саламларĕ, пĕтĕм çулталăк тăршшĕпе тухăçлă ĕçлеме ăнăçу, ырă кăмăл-туйăм сунчĕ.
Полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн начальникĕн çумĕ Владимир Мекшеев уяв кунĕсенчи оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Кану кунĕсем пысăк инкек-синкексĕр, пушарсăр иртнĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче йĕркеленĕ тĕрлĕ мероприятисем çинчен каласа пачĕ. Шкулсенчи, ача сачĕсенчи елкăсем, районти культура çуртĕнче вĕренÿ отличникĕсем, обществăлла ĕçе активлă хутшăнакансем, сусăр ачасем валли йĕркеленĕ елкăсем, кану кунĕсенчи спорт ăмăртăвĕсем ăнăçлă иртсе кайнă. Пирĕн районти вĕренекенсем Мускаври, Чулхулари, Шупашкарти елкăсенче те савăннă /тĕплĕнрех «Асран каймĕ нихăçан» статьяра çырса кăтартнă/.
Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕччен район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе тĕп лапамсене, çурт-йĕре, çуртсен умĕнчи территорисене Çĕнĕ çула тата Раштав уявне халалласа илемлетессипе конкурс иртнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынипе ятарласа йĕркеленĕ комисси 9 ял тăрăхĕн территоринчи тĕп лапамсене, культура, суту-илÿ, вĕренÿ учрежденийĕсене, елкăсене, ытти объектсене мĕнле илемлетнине, юртан тата пăртан тунă кĕлеткесен хитрелĕхне тишкернĕ, канашлура çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ вĕсене Дипломсем парса чыс тунă /«Çĕнĕ çул асамĕн ытамĕнче» статьяра çырса кăтартнă/.
Канашлура Николай Миллин тата Леонард Левый конкурса хутшăннă коллективсене тав тунипе пĕрлех çак конкурса тепĕр çул, малашнехи çулсенче ирттернĕ чухне шута илмелли сĕнÿсемпе паллаштарчĕç.