13 января 2016 г.
Район пуçлăхĕ Петр Скворцов тата ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ертсе пынипе ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем Патăрьел районĕнче çĕнĕ технологисемпе усă курса выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас ĕç опычĕпе паллашнă.
Малтан ĕçлĕ делегаци «Исток» агрофирмăра нумаях пулмасть хута кайнă пысăк çĕнĕ витепе тата ĕнесене ятарлă залра сунипе паллашнă. Ун хыççăн Шăнкăртам ялĕнчи Рестем Абитов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче пулса курнă. Вăл хăй вăйĕпе выльăх пусса тирпейлемелли ятарлă пункт уçнă. Сăмах май, Шăнкăртамсем яланах выльăх-чĕрлĕх туянассипе, аш-какай сутассипе палăрса тăнă. Хальхи вăхăтра Патăрьел районĕнче выльăх пусса тирпейлемелли çакăн йышши цехсем пурĕ пиллĕк шутланаççĕ.