01 января 2016 г.
2015 çул район историйĕнче пысăк пулăмсемпе çырăнса юлчĕ. Чи пĕлтерĕшли - Раççейре Литература, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ. Библиотека ĕçченĕсем çулталăка халалласа вун-вун мероприяти ирттерчĕç, библиотекăна çул маннă çынсем те унта утрĕç. Районти тĕп библиотекăра маларах асăннă çулталăка пĕтĕмлетсе «Вулакан Елчĕк ен» форум иртрĕ.
Унта пуçтарăннисем тĕрлĕ выставкăсемпе интересленсе паллашрĕç. Кĕнекесенчен хатĕрленĕ чăрăш çумĕнче асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.
Уява Вăрăмхăвари Е.Казначеева çамрăк вулакан «Тăван çĕршыв» сăвва вуласа уçрĕ. Тĕп библиотека директорĕ Л. Зайцева литература мероприятийĕсене пĕтĕмлетсе К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине халăхпа пĕрле вуланине палăртрĕ. Хальхинче А.Данилова вĕренекен юратнă поэмăри сыпăка илемлĕ вуларĕ.
Районта çулталăк тăршшĕпех «Елчĕк район пуласлăхĕ - вулакан çамрăксен аллинче» конкурс пычĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Краснов /вăл çак конкурс спонсорĕ пулчĕ/ çĕнтерÿçĕсене виçĕ номинаципе чысларĕ. «Чи çамрăк вулакан» ята тата хаклă парнене - планшетпа кĕнекене - Вăрăмхăвари Е.Казначеева шкул ачи тивĕçрĕ. Вăл пултаруллине палăртса район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин та хĕрпĕрчине сумлă кĕнеке парнелерĕ. «Чи вулакан çемье» ята Тÿскелĕнчи Даниловсен çемйи çĕнсе илчĕ. «Чи лайăх библиотека» ята Курнавăшри Р.Горшкова тивĕçрĕ. Раиса Онуфриевна Нарспи монологне вуланă чухне çавра сĕтел хушшине пуçтарăннă вулакансен куççулĕ те йăлтăртатрĕ.
Форумра Лаш Таяпари Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Силуан иеромонах, пичет ветеранĕ, чылай кĕнеке авторĕ А.Тимофеев, РФ Пенси фончĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи управленийĕн ертÿçин çумĕ З.Яковлева çулталăк ăнăçлă иртнине палăртса малашлăхри ĕçсем çинче чарăнса тăчĕç.
Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине уявланă май Тăрăм библиотекин хастар вулаканĕ Л.Енедерова А.Алкан «Юн» сăввине чĕрене тивмелле вуларĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин çулталăкра ăнăçлă ĕçленĕ библиотекарьсене, культура ĕçченĕсене, кĕнеке тусĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕ. Николай Петрович районта Литература çулталăкĕ вĕçленнине, анчах кĕнеке вулама пăрахмалла маррине, уйрăмах çамрăксене кĕнеке вулама вĕрентмеллине палăртрĕ. Çитес çул Раççейре Кино, Чăваш Енре Ĕç çынни çулталăкĕ пулнă май районти ĕçчен те пултаруллă çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе ытларах паллаштарăпăр. Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертÿçи А.Александрова палăртнă пек, кашни ял хăйĕн историйĕ çинчен кино ÿкерсен çулталăк вĕçне пысăк калăпăшлă кинофильм пуласси куçкĕретех.