01 января 2016 г.
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çулта районта 107 çĕнĕ çемье чăмăртаннă /2014 çулта – 96/. Çĕнĕ çул умĕн кăна çамрăк мăшăра регистрациленĕ.
Иртнĕ çул уйрăлакансем сахал пулни те савăнтарать. 2014 çулта 50 мăшăр уйрăлнă пулсан, 2015 çулта - 34.
Çакна палăртса хăвармалла: ЗАГС пайĕ январĕн 2 тата 5-мĕшĕсенче 9 сехетрен пуçласа 15 сехетчен ĕçлет.