01 января 2016 г.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Газпром газораспределение - Чебоксары» АОн генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов пуçарнипе районти стационар уйрăмĕсенче пурăнакан ватă çынсен чун-чĕрисене савăнăç кÿрес тĕллевпе Çĕнĕ çул умĕн парне-кучченеç валеçесси йăлана кĕнĕ.
Кияметдин Мифтахутдинов ячĕпе хальхинче çак тивĕçе генеральнăй директорăн çумĕ Татьяна Маркелова пурнăçларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе - вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕпе Леонард Левыйпа вĕсем Çирĕклĕ Шăхальти тата Лаш Таяпари стационар уйрăмĕсенче пулса ватлăхра хÿтлĕхсĕр тăрса юлнă çынсемпе тĕл пулчĕç. Кунта пурăнакансем Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа ырă суннăшăн, кучченеçпе чысланăшăн питех те кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç. Ватă çынсене савăнма нумай кирлĕ-и?
Салам сăмахĕсем çумне районти социаллă пулăшу паракан пай начальникĕ Ирина Аникина, «Газпром газораспределение -Чебоксары» АОн районти газ участокĕн филиалĕн ертÿçи Алевтина Львова тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин хутшăнчĕç.
С.АНАТОЛЬЕВА.