01 января 2016 г.
Тепĕр çулталăк хыçа юлчĕ. Малта - çĕнĕ 2016 çул. Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле хакласа малашлăха палăртма ыйтрăмăр та район администрацийĕн пуçлăхне Николай Петрович Миллина.
- Николай Петрович, иртнĕ 2015 çул район пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнчĕ?
- Район яланах малалла утать. Иртнĕ çул пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсем сахал мар пулчĕç. Пурне те асăнса пĕтереймĕн, çапах та хăш-пĕри çинче чарăнса тăни вырăнлă тесе шутлатăп.
Пĕтĕм çĕршыври пекех, республикăра та 2015 çулта 1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине уявларăмăр. Район центрĕнче майăн 9-мĕшĕнче ирттернĕ уяв та кашнин асĕнче юлчĕ пулĕ тесе шутлатăп.
Аслă Çĕнтерÿ çăмăлах килмен. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче совет халăхĕ фронтра та, тылра та паттăрлăх кăтартнă. Темле йывăрлăха та чăтса ирттернĕ çынсем, хаяр тăшмана çĕнтерме, Çĕнтерĕве çывхартма вăй-халне, пурнăçĕсене хĕрхенмен. «1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул» юбилей медальне пама йĕркеленĕ тĕлпулусенче нумай ветеранпа калаçма, вĕсен асаилĕвĕсене итлеме тиврĕ. Чăннипех, вĕсем чăтнă, тăшмана çĕнтерессе шаннă. Чылайăшне итленĕ май куçран куççуль тухни те сахал мар пулчĕ. Хумханмасăр мĕнле чăтăн?
1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче паттăрлăх кăтартнă ветерансен йышĕ çулсерен чакса пырать - паянхи кун районта 26-шĕ çеç сывă. Çавăнпа вĕсене манмалла мар - куллен пулăшса пымалла. Ку енĕпе сахал мар ĕçленĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «Ветерансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене, вĕсен тăлăх арăмĕсене пурĕ 189 çынна сертификатпа тивĕçтернĕ, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Л.Архиповăна пурăнмалли çурт туса панă. Çак ыйтăва çывăх вăхăтра пĕтĕмпех татса парасшăн. Ветерансем нихăçан та манăçмĕç.
Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пире тăнăç пурнăçпа ирĕклĕх панă паттăрсем умĕнче эпир ялан парăмра. Çавăнпа вĕсене асăнса лартнă палăксене, обелисксене малашне те тивĕçлипе пăхса тăни, музейсем йĕркелени, ветерансене çамрăксене патриотла воспитани панă çĕре явăçтарни тĕп вырăнта пултăр. Ваттисене яланах пулăшса тăни те кирлĕ. Паттăрсен ячĕсем тав тăвакан ăрусен чĕрисенче яланлăхах упранмалла.
Пĕлтĕрхи тепĕр паллă пулăм вăл - иртнĕ суйлавсем. Пирĕн районта пурăнакан суйлавçăсем Чăваш Республикин Пуçлăхне, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене суйларĕç. Республикăн, районăн, ял тăрăхĕсен юлашки çулĕсенчи утăмĕсене чăннипех тивĕçлипе хакларĕç, Чăваш Ен Пуçлăхне тепĕр хут Михаил Васильевич Игнатьева, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене ĕçе çÿллĕ шайра пурнăçлакан çынсене суйласа илчĕç.
Иртнĕ çул пирĕн тăрăхра пурăнакансем Раççейри Литература, Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкне хавхаланса хутшăнчĕç. Тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕç, пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртрĕç, халăх наци культурине, йăли-йĕркисене тĕпчерĕç. Литература çулталăкĕ кĕнекесемпе кăсăкланассине, вулав культурине ÿстерессине çĕклерĕ. Нумайăшĕ классиксен чи лайăх произведенийĕсене алла тытрĕç, ытти кĕнекесемпе паллашрĕç. Константин Иванов çулталăкĕ вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăна вулассипе çыхăннă проектпа палăрчĕ - вăл чăвашла çеç мар, вырăсла, ытти халăх чĕлхисемпе те янăрарĕ.
Литература çулталăкĕ вĕçленчĕ. Ăна Раççейре Кино çулталăкĕ ылмаштарĕ. Чăваш Енре 2016 çул Ĕç çынни çулталăкĕпе палăрĕ.
- Чăнах, иртнĕ çул çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе паллă юлчĕ. Ытти ырă пулăмсем те район пурнăçĕнче сахал мар. Сăмахран, пирĕн район ялхуçалăхĕнчи çитĕнÿсемпе çулсерен палăрать...
- Районта пурăнакансем ĕмĕрĕпех хăйсен ĕçченлĕхĕпе, пултарулăхĕпе палăрса тăнă - çавăнпа вĕсен çитĕнĕвĕсем те курăмлă.
Ялхуçалăхĕ тĕп отрасльсенчен пĕри шутланать. Çулсеренех республика шайĕнче Елчĕк ен хастарĕсене уйрăммăн палăртаççĕ. Акă, иртнĕ 2015 çул производствăпа экономика кăтартăвĕсене ÿстернĕшĕн тата ĕçе тухăçлă йĕркеленĕшĕн пирĕн район ĕçченĕсем республикăн кăнтăр зони тăрăх каллех пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç, диплом тата укçан преми илме тивĕçрĕç. Районти ялхуçалăх предприятийĕсем те республикăра малта пыракансен йышĕнче. «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕ «Ялхуçалăх производствинчи ĕçе тухăçлă йĕркеленĕшĕн» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. «Победа» сахал яваплă общество сĕт туса илессипе чи пысăк кăтартупа палăрчĕ.
Ырлăх-пурлăх пирĕн сĕтелĕмĕр çине питĕ йывăрлăхпа килчĕ. Çулла пучахсем тулмалли тапхăрта шăрăх та типĕ çанталăк тăчĕ, вырмана тухсан вара çумăрĕ тарăхтарчĕ. Çапах та ял ĕçченĕ алă усмарĕ, уй-хирте çитĕнтернĕ тухăçа пухса илме пултарчĕ. Кăтартусем лайăх - пĕтĕмпе кĕлет виçипе 50071 тонна, кашни гектартан 23,1 центнер тĕштырă пухса кĕртнĕ. Çакă 2011-2014 çулхисенчен 18,2 процент ытларах. Ку енĕпе уйрăмах «Рассвет», «Сатурн», «Труд» тата ытти чылай хуçалăхсем ăнăçлă ĕçлерĕç - кашни гектартан 36,2-30,7 центнер тĕштырă пухса илме пултарчĕç.
Çĕрулми туса илессинче «АСК-Яльчики», «Нива» агрофирма» ОООсем, А.А.Мясников, Ю.Н.Цветков ХФХсем палăрчĕç - вĕсем «иккĕмĕш çăкăра» гектартан 373-250 центнер пухса илчĕç.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче те ÿсĕмсем пысăк. Сĕт туса илессипе, пĕр ĕнерен сĕт сăвассипе, мăйракаллă шултра выльăхсене, сыснасене ÿт хуштарассипе те кăтартусем питĕ лайăх.
Ялхуçалăх предприятийĕсем, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем мăйракаллă шултра выльăхсен, уйрăмах сăвакан ĕнесен, сыснасен йышне те ÿстерсе пыни кăмăла уçать. Çаксем - хуçалăхсене аталанмалли, таса тупăш илмелли тĕп çулсем. Ахальтен мар «Комбайн», «Рассвет», Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕсенче, «Победа», «АСК-Яльчики», «Эмметево» сахал яваплă обществăсенче таса тупăшăн калăпăшĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах.
- Çапах та, Николай Петрович, ăнăçусен сăлтавĕсене мĕнре куратăр?
- Вĕсем тĕрлĕрен. Сăмахран, çĕрпе пĕлсе, туллин усă курни. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев парламентсене янă Çырăвĕсенче пушă выртакан, усă курман çĕр лаптăкĕсене пусăçаврăнăшне кĕртме палăртнă. Пирĕн районта туллин усă курман çĕр пачах çук. Çакă Елчĕк енре ертÿçĕсемпе специалистсем пуçаруллă пулнине палăртать. Çапах та кунта çакна палăртса хăварасшăн: ял тăрăхĕсенче хуçасăр пай çĕрĕсемпе вырăнлă усă курас, бюджетăн тупăш пайне пысăклатас тĕллевпе вĕсене муниципалитет харпăрлăхне илессине çывăх вăхăтра вĕçлемелле.
Ăнăçусен тепĕр çулĕ вăл - çĕнĕ, энергие перекетлекен техника хатĕрĕсене туянни, вĕсемпе тулли усă курни. Ахальтен мар иртнĕ çул ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассине кĕске вăхăтра пурнăçлани вĕсене нÿрĕк çитмен вăхăтра та ăнăçлă аталанма май пачĕ. Çĕнĕ йышши техника хатĕрĕсем туянасси районта ăнăçлă пырать - иртнĕ 2015 çулта çеç инвестици кредичĕсемпе, лизингпа, хăйсен укçи-тенкипе хуçалăхсем 64,872 млн тенкĕлĕх техникăн 45 хатĕрĕпе пуянланнă. Вырма вăхăтĕнчи çивĕчлĕхе чакарас тĕллевпе тĕштырă çапса тĕшĕлекен 5 комбайн, выльăх апачĕ хатĕрлекен Дон-680 йышши комбайн туяннă.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче фермăсен çурчĕсемпе ытти объектсене çĕнĕрен туни тата реконструкцилени те паллă вырăнта. Иртнĕ çул Ленин ячĕллĕ хуçалăхра сысна амисене çăвăрлаттармалли, «Комбайнра» сăвакан ĕнесене усрамалли, «Сатурнра» аслă ÿсĕмри пăрусене ÿт хуштармалли пÿлĕмсемпе фермăсене реконструкциленĕ, «Яманчурино» сахал яваплă обществăра пăрусем усрамалли профилакторине хута янă. «Урожай», «Победа» сахал яваплă обществăсенче те фермăсен территорийĕсене карта тытса çавăрнă, «Победăра» ĕнесене сумалли вырăна куçмалли пÿлĕм тунă.
Ю.Н.Цветков хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче тĕштырă типĕтсе тасатмалли комплекса туса пĕтерсе хута янă. Хуçалăхсем çак çул-йĕре малашне те тытса пырасшăн.
- Ялхуçалăхĕсĕр пуçне, пирĕн районта ытти отрасльсем те аталанса пыраççĕ. Вĕсен ăнăçлăхĕ çинче чарăнса тăрсан аванччĕ...
- Пурнăç малалла пынă май, район та пĕр вырăнта тăмасть, аталанать. 2015 çулта районта промышленность продукцийĕсене туса кăларса ăсатассин, çурт-йĕр строительствин, таварсене ваккăн сутассин, çынсене тÿлевлĕ пулăшу парассин, ĕç укçин калăпăшĕ ÿсрĕ.
Промышленность предприятийĕсем хальхи хаксемпе 181 млн ытла тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Вĕсенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 15,9 пин тенкĕпе танлашнă. Çакă 2014 çулхинчен 12 процент ытларах.
Таварсене ваккăн 992,3 млн тенкĕлĕх, е виçĕмçулхинчен 17,9 процент ытларах сутнă, çынсене 134,3 млн тенкĕлĕх, 12,6 процент ытларах тÿлевлĕ пулăшу панă.
2015 çулта потребитель рынокĕнче çĕнĕ объектсем - «Автозапчасти», «Хозтовары», «Меридиан», «Агат» лавккасем, «Мечта» павильон, обществăлла апатланăвăн «Шашлычок-бар» объекчĕ хута кайнă. Çак объектсенче тăрăшакансен йышĕ ÿснĕ.
Пĕчĕк тата вăтам предприятисем те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Ку енĕпе районта 581 субъект шутланать, çав шутран 470 уйрăм предприниматель. 2015 çулта 86 предприниматель хăйсен ĕçне çĕнĕрен уçнă. Çакна малашне те пурнăçа кĕртсе пырасшăн. Пĕчĕк предпринимательлĕх тытăмĕнче 966 çын ĕç вырăнĕ тупнă. Вĕсенче ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 12,5 пин тенкĕпе танлашнă.
Л.Григорьев, Ю.Титов, Р.Каштанов, А.Михайлов, В.Чернов, А.Сыкин, А.Светлов тата ытти предпринимательсемпе ертÿçĕсем çынсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессишĕн, тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлессишĕн тимлеççĕ. Сăмах май, районта уйăхри вăтам ĕç укçи 16,5 пин тенкĕпе танлашрĕ.
Анчах та мана çакă хумхантарать - хăш-пĕр предпринимательсем ĕçлекенсемпе килĕшÿ тăвассинчен пăрăнаççĕ, ĕç укçине «конвертпа» тÿлеççĕ. Ăнланаççĕ-ши вĕсем патшалăха, ĕçлекенсене мĕнле сиен кÿнине? Чи малтанах, çак «предпринимательсем» налуксем тÿлессинчен пăрăнаççĕ, ĕçлекенсен пулас пенси виçине те пĕчĕклетеççĕ. Малашне çак киревсĕрлĕхе тĕплес енĕпе тата та тăрăшарах ĕçлемеллех.
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче шкулсене юсама тата çĕнĕрен тума çитес çулсенче укçа-тенкĕ ытларах уйăрма, вĕренÿ пахалăхне лайăхлатма кирлине палăртрĕ. Пирĕн районта ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех?
- Вĕренÿ çине районта яланах пысăк тимлĕх уйăрнă, уйăратпăр та.
Чи малтанах, районти шкул ачисен çитĕнĕвĕсене палăртса хăварасшăн. Предметсемпе республикăри олимпиадăсене хутшăнакансен, вĕсенче çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕнисен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. 2015 çулта республикăри олимпиадăсене хутшăннă 63 вĕренекенрен 15-шĕ - çĕнтерÿçĕсемпе призерсем. Пирĕн район яллă районсем хушшинче шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен регионти шайĕнче ăнăçлă кăтартусемпе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Лаш Таяпари вăтам шкул вĕренекенĕ Андрей Павлов Раççейри олимпиадăра палăрнă.
Районти Елчĕкри тата Лаш Таяпари вăтам шкулсем Раççейри ял çĕрĕнчи чи лайăх 200 шкул йышне кĕни те кăмăллă.
2015 çулхи ноябрĕн 27-29-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра Пĕтĕм Раççейри вĕренĕвĕн «Шкул пуласлăхĕ: Раççейри шкулсен ыйтăвĕсемпе малашлăхĕ» IV форумĕ иртнĕ. Унта «Раççейри чи лайăх 100 шкул» тата «Шкул директорĕ - 2015» конкурссене пĕтĕмлетнĕ. Кушкăри вăтам шкул коллективĕ тата унăн ертÿçи Р.Портнов лауреатсен йышне кĕни те курăмлă.
Районта ача сачĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва та татса панă. Муниципалитетăн шкул çулне çитмен ачасен 4 учрежденийĕнчи, шкулсен çумĕнчи ача-пăчан 20 ушкăнĕнче 725 ача тĕрлĕ енлĕ воспитани илет.
Федераци, регион, вырăнти бюджетсенче шкулсене юсама, пĕтĕмĕшле вĕрентĕве çĕнетсе аталантарма, ялсенчи шкулсенче физкультурăпа тата спортпа туслаштармалли условисене лайăхлатма, шкусенчи культурăпа социаллă объектсене юсама, компьютер техники, вĕренÿ кĕнекисем, сĕтел-пукан, медицина оборудованийĕ туянма тата ытти тĕллевлĕ программăсене пурнăçа кĕртме çулсеренех укçа-тенкĕ нумай уйăраççĕ. 2015 çулта Хăвăлçырмари тĕп шкула республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе туяннă çĕнĕ автобуспа тивĕçтернĕ. Раççей шайĕнчи патшалăхăн «Доступная среда» программине пурнăçа кĕртсе Лаш Таяпари, Аслă Елчĕкри вăтам шкулсенче юсав ĕçĕсене ирттернĕ, сенсор кабинечĕсем уçнă, Лаш Таяпари вăтам шкулта спорт залне тĕпрен юсанă.
Ĕç рынокне пысăк ăсталăхлă рабочисемпе тивĕçтерес тĕллевпе вĕренÿ организацийĕсенче шкул ачисене професси пĕлĕвĕ парас енĕпе те ĕçсем пыраççĕ. Ку енĕпе уйрăмах Елчĕкри вăтам шкул коллективĕ хастар.
Çамрăксем хушшинче çемье тата пĕтĕм этемлĕх хаклавĕсене, сывă пурнăç йĕркине тата спорта тĕп вырăна хурассине пропагандăлас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çарпа патриот воспитанийĕ парассинче кадет юхăмĕ паллă вырăн йышăнать. Елчĕкри вăтам шкулта кадет класĕсем уçнă. Унта хутшăнакансем кăмăл çирĕплĕхне аталантараççĕ, дисциплинăна пăхăнма, яваплăха туйма хăнăхаççĕ, çынсене яланах пулăшу пама хатĕрленеççĕ.
- Сывлăх - ăнăçусен никĕсĕ. Çынсене паракан медицина пулăшăвĕн пахалăхĕн шайне мĕнле хаклатăр?
- Медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстересси яланах район ертÿлĕхĕн тивĕçĕ шутланать. 2015 çулта районта «Елчĕк районĕн сывлăх профилĕ» программа туса хатĕрленĕ - вăл халăхăн пурнăç пахалăхне аталантарма пулăшĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2012 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче ялта пурăнакансене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн, республикăри ялсенче чирлĕ çынсене йышăнма пултаракан 100 фельдшерпа акушер пунктне хута ярасси ăнăçлă пырать. Пирĕн районта модульлĕ çĕнĕ 6 ФАП ĕçлеме пуçларĕ. Тип Тимеш, Элпуç, Кĕçĕн Таяпа, Тĕмер, Чăваш Тăрăм, Яманчÿрел ялĕсенче уçăлнă хăтлă ФАПсенче медицинăн пĕрремĕш пулăшăвне илме пĕтĕм услови туса панă.
Ку чухнехи медицина технологийĕсемпе усă курни, пурне те диспансеризаци витĕр кăларса сывлăха тĕрĕслени, сывлăх сыхлавĕн районти учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетни, юсани медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерме май парать. Çитес икĕ çулта районта тата модульлĕ 5 ФАП тума палăртнă.
- Районти çынсемшĕн наци культури паллă вырăн йышăнать. Авалтан пыракан пурнăç йĕркине сыхласа упрассипе культура учрежденийĕсем мĕнле вырăн йышăнаççĕ?
- Пирĕн халăх яланах хăйĕн пуян культурипе, нумай ĕмĕре тăсăлакан йăла-йĕркесене тирпейлĕн упранипе, нацисем хушшинчи хутшăнусене çирĕплетнипе, килĕшÿпе çирĕплĕхе упранипе палăрса тăнă. Çавăнпа культура тытăмне аталантарма тĕрлĕ шайри бюджетсенчен укçа-тенкĕ сахал мар уйăраççĕ. 2015 çулта Лаш Таяпари, Аслă Таяпари, Хăвăлçырмари, Таяпа Энтринчи, Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕсемпе клубсене юсанă. Çавăн пекех ытти культура учрежденийĕсенче те юсав ĕçĕсене пурнăçланă.
Иртнĕ çулхи Раççейри Литература тата Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкĕнчи районти централизациленĕ библиотека тытăмĕ тĕрлĕ массăллă мероприятисем ирттернĕ, кĕнеке куравĕсем йĕркеленĕ, Раççейри, регионсем хушшинчи, республикăри 30 ытла тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Çавăн пекех Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Пăла Тимеш, Тăрăм, Кĕçĕн Таяпа, Лаш Таяпа ялĕсенчи библиотекăсенче халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем «пĕр чÿрече» принципĕпе парассине пурнăçа кĕртнĕ.
- Николай Петрович, тĕлпулусенче час-часах «Елчĕк - хула евĕрлĕ поселок пекех» тенине илтме тивет. Çакă тирпей-илем кĕртес енĕпе районта тивĕçлипе ĕçленине палăртать мар-и?
- Çак енĕпе сахал мар ĕçлеме тиврĕ. Районти ялсенче пухăнакан хытă каяшсене свалкăна илсе тухассине йĕркеленĕ. Çулсеренех йывăç-тĕмсем лартса вĕсене çитĕнтересси те тĕп вырăнта.
Асăрхарăр пулĕ, район центрĕ Елчĕк палăрмаллах улшăнчĕ: кунти тĕрлĕ палăксем, асăну вырăнĕсем, ачасемпе çитĕннисен кану вырăнĕсем çынсене чăннипех илĕртеççĕ. Ялсенчи урамсенче, кил-çуртсем умĕнче çитĕнтерекен чечексем те çынсене савăнтараççĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе, вĕсем патне пымалли çулсене юсассипе те ĕçсем пыраççĕ. Çак программа малашне те йĕркеллĕн ĕçе кĕрсе пырĕ.
Ялсен урамĕсене хытă сийлĕ çулпа çыхăнтармалли программа та ăнăçлă пурнăçланать. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне 2015 çул валли янă Çырăвĕнче ял тăрăхĕсенче халăх пурăнакан вырăнсенче автомобиль çулĕсем тума тытăнассине, ял халăхĕ лайăх условисенче пурăнма тивĕç пулнине, вăл ку правăна çĕнсе илнине палăртрĕ. Çак программăпа килĕшÿллĕн, 2015 çулта районти чылай ялсенче ĕçсем пурнăçланă. Сăмахран, Лаш Таяпара 920 метр, Яманчÿрелĕнче 1080 метр, Аслă Елчĕкре 1962 метр автомобиль çулĕсем тунă.
Çавăн пекех «Комсомольски - Елчĕк - Пăва /Тутарстан/» автоçул çинче «Воддорстрой» сахал яваплă общество 1,5 çухрăм ытла çула тĕпрен юсарĕ.
Паллах, район пурнăçĕ тĕрлĕ енлĕ. Çитес çулсенче пирĕн чылай ĕç пурнăçламалла: ялсенчи урамсене хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарассине вĕçлемелле, хĕллехи тапхăрта вĕсене юртан тасатса тăрассипе ĕçлемелле, çĕрле ял урамĕсенче энергие перекетлекен лампăсемпе çутатса тăрассине тивĕçлипе йĕркелемелле, урăхла каласан, пурăнакансене пĕтĕм услови туса памалла. Çаксемшĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тÿрремĕнех яваплă.
Палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес енĕпе тăрăшакан, вăй-халне шеллемесĕр ĕçлекен мĕнпур çынна чун-чĕререн тав тăватăп, Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсем ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, телей, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп.
Ĕçлекен çын яланах чыса, мухтава тивĕç.
А.КАРЛИН калаçнă.