Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван тăрăхрах хаваслă

01 января 2016 г.

Республикăра пурăнакансене тата унăн хăнисене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче  канма акăш-макăш чаплă проектсем кĕтеççĕ. Шупашкарта Çĕнĕ çул асамĕсен академийĕн, Çĕнĕ çул бульварĕн алăкĕсем уçăлнă та ĕнтĕ. 

Кăçал Çĕнĕ çулхи кану кунĕсене уйрăмах республикăри районсенче  хаваслă ирттерме пулать. «Чăваш Ен тăрăх - Умкăпа пĕрле» проектпа килĕшÿллĕн Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ хулисемпе, Шупашкар тата Етĕрне районĕсенче тĕрлĕ уяв мероприятийĕсем йĕркелеççĕ. Пур хула-района çитсен флаер-маршрут çине пичет ларттармалла. Кам та кам маларах асăннă маршрутпа пур çĕре те çитме май тупать, çав çынна тĕп парнепе чыслаççĕ. Хаклă парне - 2016 çулта Лакрей вăрманне, «Чебоксары Арена» пăр керменне тата Шупашкар хулинчи театрсене çÿреме тÿлевсĕр абонемент. Ятарлă карттăна сайт çинчен пичетлесе кăлармалла та - çула тухмалла, кашни çĕрте пичет ларттармалла. Сĕнтĕрвăрринче январĕн 3-мĕшĕнче, Етĕрнере январĕн 4-мĕшĕнче, Шупашкар районĕнче январĕн 5-мĕшĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта январĕн 6-мĕшĕнче, Çĕрпÿре январĕн 7-мĕшĕнче асра юлмалли мероприятисем йĕркелеççĕ.

Çемьепе канас, ачасене Çĕнĕ çул представленийĕсем кăтартас тесессĕн «Чăваш Енре канма вăхăт» /www.новый год21.рф/ порталта кирлĕ информаци çителĕклĕ.

Хавас кăмăл шыраса ют çĕршыва кайма та кирлĕ мар, пурнăç киленĕçĕсене хамăр республикăрах тупма майсем çителĕклĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика