01 января 2016 г.
Паянхи кун Пĕлĕт çинче ангелсем савăнса юрлаççĕ. Çĕр çинче çынсем хĕпĕртесе тăраççĕ. Паянхи кун пурте савăнаççĕ. Пурте хĕпĕртеççĕ. Паянхи кун Христос Турă Таса Хĕр Марияран çуралнă. Паянхи кун пире ĕмĕрхи вилĕмрен хăтаракан Христос çĕр çине килнĕ. Пире шуйттанран хăтаракан Христос Турă Ача пулса çуралнă. Паянхи кун пире Рай алăкне уçса паракан Христос Турă Пĕлĕт çинчен çĕр çине аннă. Ĕлĕк Адампа Ева çылăха кĕрсен Турă вĕсене Райран хăваласа кăларнă та, Рай алăкне питĕрсе лартнă. Рая вара никам та кĕреймен. Çынсем, Адампа Ева çылăхĕ пирки тата хăйсен çылăхĕсем пирки пĕтĕмпех шуйттан аллине кĕрсе ÿкнĕ. Вилсен вĕсем пурте тамăка кайнă. Çынсене шуйттан аллинчен хăтаракан никам та пулман. Вĕсене никам та çăлайман. Çылăх пирки çынсем çапла ĕмĕр-ĕмĕрех шуйттан аллинче асапланса пурăнмалла пулнă. Шуйттан алли айĕнче асапланса пурăнакан çынсене хĕрхенсе Турă вара çынсене çăлма Хăйĕн Ывăлне Иисус Христоса çĕр çине янă. Турă Ывăлĕ Иисус Христос çĕр çине çын пулса килнĕ. Вăл Таса Хĕр Марияран ÿтленсе çуралнă. Иисус Христос паянхи кун çуралнă, Вăл çуралнине асăнса эпир паян праçник тăватпăр.
Пурте савăнар: паянхи кун Христос çуралнă. Халĕ эсир чиркÿре савăнса тăратăр. Никам та халĕ хурлăхлă мар. Пурин те сăнĕ-пуçĕсем çуталса, савăнса тăраççĕ. Чиркÿре кунта пурте савăнаççĕ, чиркĕве кĕрсен, чиркÿре юрланине илтсен, епле хурлăхлă çын та хăйĕн хуйхине манса, савăнса каять.
Сирĕн чунăрпа пĕрле Турă пулĕ, чунăрсем Турă патĕнче пулĕç. Аминь.
СИЛУАН иеромонах, Лаш Таяпа чиркĕвĕн настоятелĕ.