Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2015 çул мĕнпе асра юлчĕ? Çĕнĕ çулта мĕн ĕмĕтленетĕр?

01 января 2016 г.

Анатолий ТИМОФЕЕВ, пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

- Раççейри - Литература, Чăваш Республикинчи К.В.Иванов çулталăкĕ çÿллĕ шайра иртнине палăртатăп.

Маншăн, аслă çулхи çыншăн та,  чăн-чăн тухăçлă ĕç çулталăкĕ пулнипе асра юлчĕ вăл. Самай пысăк кĕнекесемех виççĕ таран пичетлесе кăларма теветкеллĕх çитертĕм. «Тамăкра туптаннă юрату», «Ырă ят - хăватлă çунат» тата чăваш халăх артисчĕ Игнатий Молодов 110 çул тултарнине халалласа пичетлесе кăларнă «О театре и  о себе» кĕнекесене вулакан хапăлласа йышăнни, вĕсене тивĕçлĕ хак пани мал ĕмĕтпе пурăнма хавхалантарать. Çĕнĕ ĕмĕтсем çуралаççĕ.

Николай ПАНКРАТОВ, ĕç ветеранĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ:

- Кăçал çитмĕл пиллĕкмĕш çулхи çуралнă куна паллă тунă май хăнасем, сывлăх сунса саламлакансем йышлăн пулчĕç. Çынсем сума суни хама çирĕпрех туйма, халăхпа ытларах курнăçма хистерĕ. Хисеп тунăшăн, манманшăн - пысăк тав!

Асра юлмалли тепĕр пулăм - Республика Пуçлăхĕ çумĕнче йĕркеленнĕ сумлă ветерансен канашĕн членĕ пулма суйлани, унсăр пуçне, республикăри ялхуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче сумлă кĕреке хăни пулни. Уяври савăнăçлă лару-тăрура республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа юнашар пултăм, унпа сăмах пуçарма та май килнипе усă курса  Кавал-Питтĕпел çулĕ питĕ япăхса çитни, ăна юсамалли çинчен  ыйту хускатрăм. Вăл вăхăта вăраха тăсмасăр тивĕçлĕ органсене пулас çул проектне тума тата татăклă ĕçе пуçăнма хушу пама шантарчĕ.

Çĕнĕ çул лайăххине, ыррине анчах илсе килтĕр. Чи кирли - тăнăç  пурнăç пултăр. Пире вăрçă кирлĕ мар.

Андрей СВЕТЛОВ, предприниматель, «А-Свет» ООО директорĕ:

- Тăватă çул каялла «Сельхозтехникăн» районти пĕрлешĕвĕн пысăк ангарне çĕнетсе анлăлатнă хыççăн  тĕрлĕ анлăш полиэтилен пленка - çатăрка туса кăларакан пĕчĕк предприяти йĕркелесе яма тата ĕçе тухăçлă йĕркелеме пултарни производство хăватне тата ÿстерме хистерĕ. Иртнĕ çул ăшă тытакан материал - утеплитель /пурĕ 18 тĕс/ туса кăларма тытăнтăмăр.  Çынсем уйрăмах нумай усă куракан тата час-часах ыйтакан çак промышленность продукцине унччен ытти регионсенчен кÿрсе килнĕ пулсан, хальхи вăхăтра  Елчĕкрех туса кăларни ăна туянакан кăмăлне тивĕçтерекен хакпа сутма та май парать. Çапла майпа районта пурăнакансене çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе те тивĕçтертĕмĕр. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн тăрăха ĕçлĕ тĕлпулупа килсен эпир йĕркелесе янă çĕнĕ производствăпа кăмăллă пулнине палăртрĕ.

Пĕчĕк предпринимательлĕх ĕçне йĕркелесе ярас текенсене  Чăваш Ен Правительстви те сахал мар пулăшать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предпринимательсем пуçаруллă ĕçленине шута илсе вĕсене ирĕклĕн аталанма майсем туса хурас, вăй-хăвачĕпе конкуренци пултарулăхне ÿстерес тĕллевпе «Чăваш Республикинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе малалла аталантармалли мерăсем çинчен» Указа алă пусса çирĕплетни те çакна тепĕр хутчен çирĕплетет.

Кăçал пурнăçламалли ĕçсем те сахал мар.

Николай ГОЛОВИН, «Победа» ООО директорĕ:

- Ÿсĕмсемпе савăнатпăр. Пĕр ĕнерен сĕт сăвассипе  районта анчах мар, республикăра та чи малти пултăмăр.

Ялхуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри уявĕнче сĕт туса илессипе сарăлнă ăмăртура чи пысăк кăтартусене çывхартнăшăн диплом тата укçан преми илме тивĕçлĕ пулни, паллах, пысăкран та пысăк хисеп пулчĕ.

Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствин специалисчĕсем пирĕн республикăри ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе выльăх-чĕрлĕх отрасльне малалла аталантармалли çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессипе йĕркеленĕ канашлу та усăллă иртнине палăртатăп.

2016 çулта ялхуçалăхне аталантарма, ытти отрасльсемпе танлаштарсан, икĕ хут ытларах укçа-тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Ку ырă хыпар, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса кăçал тата ытларах сĕт туса илме май парать.

Надежда КУПРИЯНОВА, ĕç ветеранĕ, Ĕнел ялĕ:

- Малтан тĕрлĕ çĕрте, ун хыççăн 23 çул пĕр улшăнмасăр  Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче ĕçлесе пурĕ 38 çул ĕç стажĕ пуçтартăм.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тивĕçлĕ канури çынсене хавхалантарас тĕллевпе малтан йышăннă Указа улшăнусем кĕртнипе - «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илмелли ĕç стажĕн виçине 2,5 çул чакарнă май  «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕм. Мана, Тÿскелĕнчи Николай Мальцева, Аслă Елчĕкри Владимир Горшкова тата Елчĕкри Зинаида Тябуковăна ĕç ветеранĕн удостоверенийĕсене районти Акатуй уявĕнче, савăнăçлă лару-тăрура пачĕç. Чун-чĕре савăнăçпа тулчĕ. Пирĕн ĕçе тивĕçлипе хакланăшăн республика Пуçлăхне пысăк тав.

Пенси укçи çумне ĕç ветеранĕ пулнăшăн кашни уйăхра хушса тÿлекен 1082 тенкĕ укçа  пирĕншĕн самай усă. Ăна нумай çул илсе тăма сывлăх пултăр, самана тăнăç тăтăр.

Геннадий ТУМАНОВ, ĕç ветеранĕ, Çĕнĕ Эйпеç ялĕн старости:

- Ял çыннисем хамăр пурăнакан вырăна хăтлăх, тирпей-илем кĕртес ĕçе ытларах хутшăнма тытăнни савăнтарать. Ку енĕпе ялта çуралса ÿснĕ, халĕ хулара пурăнакансем пуçарулăх кăтартаççĕ. Акă, Виталий Аверкиевич Иголкин Мускавра ĕçлесе пурăнать. Кашни çулах отпускне тăван ялта ирттерет. Ашшĕ-амăшĕ вилнĕрен çурчĕ пушă ларать. Анчах хăй çуралса ÿснĕ кĕтесе тирпейлĕ тытса тăрать. Кăçал пÿрчĕ умĕнчи ÿссе кайнă йывăçсене тымарĕпех кăкларĕ, хуралтăсене юсарĕ.

Виталий Иголкин çурчĕ тăкăрлăкра вырнаçнă. Йĕпе-сапара машинăпа тухса çÿреме йывăртарах. Хăйĕн укçи-тенкипе Яманчÿрел карьерĕнчен вак чул турттарса килсе çула сарма пикенчĕ. Çак тăрăхра пурăнакансем те айккинче юлмарĕç. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчен районти Депутатсен пухăвне депутата суйланнă Марина Васильева çул сарма тата икĕ автомашина чул кÿрсе пачĕ. Василий Казаков, Светлана Пирожкова, Петр Дружинин, Виталий Иголкин пĕрле тăрăшса ĕçлесе çула вак чул сарса хытартăмăр. Шыв-шур юхакан вырăна тимĕр-бетон пăрăх хурса хăвартăмăр. Ăна Александр Бикулов фермер, вак чула карьер директорĕ Герман Петров тÿлевсĕр пачĕç.

Кашни çулах ашшĕ-амăшĕн килĕсене ачисем канма килеççĕ. Анчах хăшĕ-пĕри уйăх пурăнса та ĕç патне пырса çапăнмасть. «Тирпейсĕр пурăнатăр, çакна та тумастăр», - тесе калакансем пур-ха. Малашне Виталий Иголкин пек хастар, пултаруллă çынсем ытларах пулччăр.

Светлана АРХИПОВА ыйтса пĕлнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика