Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналистсен съездне хутшăннă

01 января 2016 г.

2015 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи «Волжские зори» санаторире Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн XVIII съезчĕ ĕçлерĕ. Унта журналистсен вырăнти 39 организацийĕнчен 57 делегет, хăнасем хутшăнчĕç.

Сăмах май, съезда журналистсен Елчĕк районĕнчи организацийĕнчен «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Алексеев,ялхуçалăх пайĕн редакторĕ Светлана Архипова, Анатолий Тимофеев пичет ветеранĕ хутшăнчĕç.

Республикăри журналистсен пĕрлĕхĕн председателĕ Валерий Комиссаров 2010-2015 çулсенчи ĕç-хĕл тата çитес тапхăрти тĕллевсем çинчен чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтра журналистсен союзĕн йышĕнче 476 çын шутланса тăрать. Вĕсенчен 70 ытла проценчĕ информаци хатĕрĕсенче ĕçлет. 5 çул хушшинчи тапхăрти асра юлмалли пулăмсенчен пĕри - РФ журналистсен союзĕ, ЧР Журналистсен союзĕ кун çути кăтартма хатĕрленĕ «Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕ» кĕнекене 2014 çулта «Раççей журналистикин ылтăн çÿлĕкĕ» номинацире чи лайăх произведенисен йышне кĕртни.

ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов съезд ĕçне хутшăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе саламларĕ, ĕçре çитĕнÿсем тума вăй-хал, çирĕп сывлăх сунчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн журналистсен вырăнти организацийĕн делегачĕ, социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккуна улшăну кĕртессипе çыхăннă ыйтусене 2016 çулăн пĕрремĕш çурринче татса парасси пирки чарăнса тăчĕ.

Съезд правленин пилĕк çулхи тапхăрти ĕçне вăтам хак пачĕ. Чăваш Республикинчи Журналистсен пĕрлĕхне малашне ертсе пыма  Валерий Комиссарова хăйнех суйларĕ, правленипе ревизи комиссине çирĕплетрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика