01 января 2016 г.
Çитес çул ытларах канăпăр. Çĕнĕ çул уявĕ 10 куна тăсăлĕ. Эрнере 5 кун вăй хуракансем кăрлачăн 11-мĕшĕнче çеç ĕçе тухĕç. Кăрлач уйăхĕн 2, 3-мĕшĕсем шăматкунпа вырсарникуна лекнĕрен вĕсемшĕн çуркуннехи уявсенче ытларах кантарĕç.
Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕ, шăматкун, ĕç кунĕ шутланать. 21-23-мĕшĕсенче канăпăр, 20-мĕшĕ кĕске кун шутланать.
Пуш уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче ĕçлеместпĕр. 7-мĕшĕнче, тунтикун, кăрлачри пĕр куншăн канăпăр.
Çу уйăхĕнче «каникул» яланхи пекех икĕ ушкăна пайланать: 1-3-мĕшĕсем тата 7-9-мĕшĕсем. Çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче кăрлачри тепĕр куншăн кантараççĕ.
Çĕртме уйăхĕнче Чăваш Енре пурăнакансемшĕн кану кунĕсем вăрăмрах: çĕртме уйăхĕн 11-13-мĕшĕсенче ĕçлеместпĕр, Раççей кунне уявлатпăр, 24-26-мĕшĕсенче - Республика кунне.
Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ - Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. Ун чухне 4-6-мĕшĕсенче канăпăр.
2016 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ шăматкун лекнĕрен ĕç кунĕ шутланмасть. Кăçал вара çак кун ĕçлемех тивет. Мĕншĕн тесен РФ Патшалăх Думи раштавăн 31-мĕшне уявсен йышне кĕртмешкĕн хирĕçленĕ.