Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха парăннă - халăхшăн пурăннă

01 января 2016 г.

Халăха парăннă - халăхшăн пурăннă

Александр Георгиевич Миллин  1927 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче  Елчĕк районĕнчи  Патреккел ялĕнче  ура çинче çирĕп тăракан хресчен çемйинче çуралнă.  Ачалăхĕ колхозсем йĕркеленĕ, çăкăр-тăварлă çемьесене кулак шутне кĕртсе ссылка янă пăтравлă вăхăтпа пĕр килнĕ. Александр Георгиевичăн аслашшĕ - Кузьма Андреевич - тăватă ывăл /Михаил, Варсонофий, Илья, Егор/ ÿстернĕ май çĕр çитменнипе те, ĕç вăйĕ çуккипе те нушаланман.Типтерлĕ, пус çумне пус хушма пĕлекен çын пулнă вăл,  ытлă-çитлĕ  пурăннă. Пурăна киле  тавара çÿресе ялта лавкка уçма пултарнă, молотилка тытнă. Ывăлĕсем çитĕнсе пĕрин хыççăн тепри çемьеллĕ пулнă, Анна ятлă хĕрĕ те качча тухнă. Кĕçĕн ывăлĕ Егор тĕп киле юлнă.  Çавна май Егор Кузьмич Миллин çемйине репрессин сивĕ хумĕ хыттăнах пырса çапнă. Кузьма Андреевичăн пĕтĕм пурлăхне туртса илеççĕ, хăйне, мăшăрне, кинне Архангельск облаçне ссылкăна яма йышăну кăлараççĕ. Аслисем хăйсемпе пĕрле виçĕ çулхи Саньккапа унран та кĕçĕнрех Клавдийăна та илсе каяççĕ. Вак ачасене мĕнле чунпа пăрахса хăвартăр ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕ. «Вилсен те, юлсан та - хамăрпа пĕрле», - тенĕ пуль. Çитĕннисем вăрман каснă вăхăтра икĕ пĕчĕк ача сивĕ баракра хăйсем тĕллĕнех выçăллă-тутăллă лараççĕ. Малтан ссылкăран Саньккан  амăшĕпе Клавдия йăмăкĕ тарса килеççĕ, Саньккапа асламăшĕ пуйăс çине ларса ĕлкĕреймеççĕ, лешĕ тапранса каять. Вĕсене Кузьма Андреевичăн кĕрÿшĕ Андрей Горшков шыраса тупса   яла илсе  килет, юлашкинчен Кузьма Андреевич та таврăнать. Ялта çерçи вилмен тенĕ пек, вĕсем те чун усрамалăх çăкăр тупса тытăнкаласа тăраççĕ. Сăмах май каласа хăварар:  Раççей Федерацийĕн  1991 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче йышăннă «Политика репрессийĕнче хур курнисене реабилитацилесси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн Варвара Павловнан, Кузьма Андреевичăн ырă ячĕсене тавăрнă, Александр Георгиевичпа Клавдия Егоровна пирки вара вĕсем политика репрессине пула хур курнă тесе йышăннă.

Тав Турра, ссылкăна янисем чĕрĕ-сывă таврăнаççĕ.Пĕр хуйхă-суйхăран лăпланса çитеççĕ кăна - тепĕр инкек йăтăнса анать - хаяр вăрçă пуçланать. Ял салтак юррипе,  хĕрарăм куççулĕпе тулать. Саньккан ашшĕне те, Егор Кузьмича, вăрçа илсе каяççĕ. Ăна пĕтĕм тăванĕсемпе пухăнса уй хапхинчен ăсатса яраççĕ, чĕрĕ-сывă таврăнма ырă сунаççĕ. Шел, вăрăм пулман салтак ĕмĕрĕ. 1942 çулхи утă уйăхĕнче яла Егор Кузьмич Миллин хыпарсăр çухални çинчен калакан хут килет. Тăлăха юлнă ачасем _ Санькка, Ваççа, Коля, Клавди вăрçă чарăннă хыççăн та ашшĕне кĕтме пăрахмаççĕ. Кĕтсе илеймеççĕ.

Пулас журналист, çыравçă Александр Патреккелти çичĕ çул вĕренмелли шкул хыççăн  тăван ялтах пурăннă. 1945 çулта ăна Совет Çарне илеççĕ. Ултă çул хушши  Тинĕс çар флотĕнче Тăван çĕршыв чиккине сыхлать вăл. Çартан  çуралнă ялнех таврăнать, 1952 - 1961 çулсенче ялти клубра, библиотекăра тăрăшать, районти библиотека заведующийĕнче ĕçлет. Ялта пысăк пĕлÿллĕ специалистсем кирлине хăй куçĕпе курса тăраканскер кăнтăрла ĕçлет, каçсерен вара вĕренÿ кĕнекисем тытса çĕрлеччен ларать. Çапла майпа Тутар Республикинчи  Елабугăри библиотека техникумĕнчен заочно вĕренсе тухать. Дипломлă специалиста парти ĕçне - урăхла каласан, халăх ĕçне - кÿлеççĕ /парти ретне ăна 1959 çулта йышăннă/. 1962 çулта вăл партин Елчĕк райкомĕнче инструкторта ĕçлеме пуçлать. Районсене пысăклатнă май çав çулах ăна урăх ĕçе куçараççĕ. Александр Георгиевич Патăрьелти производствăпа колхоз управленийĕн инспектор-парторганизаторĕ пулса тăрать. 1965-1971 çулсенче Александр Георгиевич Елчĕк район ĕçтăвкомĕн культура пайне ертсе пырать. Ĕçленĕ вăхăтрах  КПСС Центральнăй Комитечĕ çумĕнчи партин аслă шкулĕнчен  вĕренсе тухать.

Районти культура  фронтĕнче тимлекенскер, вăл, паллах, халăха мĕн кирлине уçăмлăн курса тăнă. Çутталла туртăнать ял çынни, концертсем, спектакльсем курасшăн, хаçат-журнал, кĕнеке вуласшăн. Вăл вăхăтра ялсенче художество пултарулăхĕ вăйлăн аталанать: хорсем, вырăнти театрсем йĕркеленеççĕ. Анчах та пысăк сцена валли çырнă пьесăсене колхоз клубĕсенче лартма йывăртарах. Халăх театрĕсем валли урăхларах драматурги кирлĕ: кĕскерех те ансатрах пулччăр вĕсем, çав вăхăтрах  вырăнта халăха çывăх пулччăр, вĕсен чун-чĕрине хускатчăр. Художество пултарулăх коллективĕсен, вырăнти театрсен ыйтăвĕсене тивĕçтерес тесе Александр Миллин  малтанлăха тĕрлĕ авторсен  пьесисене чăвашла куçарать. Упранса юлнă куçарăвĕсенчен Л. Каменецкий çырнă «Пĕччен юлсан...» ятлă виçĕ пайлă драмăна асăнмалла.

1971 çулта А.Миллина районти «Колхоз ялавĕ» хаçатăн редакторĕ пулма çирĕплетеççĕ.

«Вăл хаçатçăсене пĕр евĕрлĕ материалсенчен хăтăлма, халăха çывăх чĕлхепе, пурне те ăнланмалла тата тарăн шухăшлă материалсем çырма хистесе, вĕрентсе пыратчĕ. Штатра тăман корреспондентсене те çăмăл вуланакан, чуна тыткăнлакан материалсем çырма ыйтатчĕ. Очерксемпе тĕрленчĕксен, калавсен авторĕсене витĕмлĕ те халăх асăрхамалăх сăнарсем тума  хистетчĕ, - аса илет  пичет ветеранĕ Анатолий Тимофеев. - Илеме, стандартлă  /пĕр евĕрлĕ/ мар шухăша уçăмлатма хăй те  чунĕпе тăрăшатчĕ. Теприсем çакăншăн ăна юриех ăнланманçи пулнине те асăрханă. Акă, «Трактор çăмарти» ятлă калавĕ пирки пичет управленийĕн тишкерÿçисем ÿпкелесе çырнине те астăватăп. Анчах хаçат вулакансем ăна ырласа та хавхаланса йышăнчĕç. Çак ăна каярахпа тата лайăхрах хайлавсем çырма хистесе тăчĕ»

Район хаçачĕн редакторĕ - республикăра тухса тăракан хаçатсемшĕн питĕ кирлĕ çын. Тĕп хулари пичет хатĕрĕсем вырăнсенчи пултаруллă журналистсемпе тачă çыхăну тытаççĕ, вĕсене ĕçе явăçтараççĕ. Александр Георгиевич та «Коммунизм ялавĕ», «Советская Чувашия» хаçатсен  çулталăк çаврăмĕнчи /ĕççи, вырма тата ытти те/ планĕсене  илсех тăрать, республикăра тухса тăракан тĕп хаçатсене мĕнлерех материалсем кирлине пĕлсе тăрать. Çав темăсемпе хăй те материалсем çырса яра-яра парать. Унпа  кăна çырлахмасть-ха. Пĕтĕм Совет Созĕпе саланакан «Правда», «Сельская жизнь» хаçатсемпе те çыхăну тытать. Ку ăна хăйĕн журналист пултарулăхне чи çÿллĕ виçепе шайлаштарса малалла туртăнма, ăсталăха аталантарма хавхалантарнă. Пушă вăхăт тени  унăн пулман та темелле. Апла пулин те литература валли те вăхăт тупать вăл. Унтан та ытларах, литературăра ĕçлес кăмăлĕ вăйланнăçемĕн вăйланса пырать, Александр Георгиевич хăйĕн вăйне тĕрлĕ жанрсенче тĕрĕслесе пăхать. Калавĕсемпе кулăшĕсем  район хаçатĕнче кун çути кураççĕ. Кĕçех вăл республикăра тухса тăракан «Ялав», «Тăван Атăл», «Пионер сасси», «Капкăн» журналсемпе тачă çыхăну тытма пуçлать. Район хаçатĕнче унăн самаях сулăмлă калавĕсем номертен номере пичетленсе пыраççĕ.

А.Миллинăн пĕтĕм пултарулăхне жанр тĕлĕшĕнчен илсе хаклас пулсан вăл хăйĕн ăсталăхне тĕрлĕ енчен тĕрĕслесе пăхни сисĕнет: пичетленнĕ произведенийĕсем хушшинче самаях  пысăк калавсем те, сцена çине кăларма пиçсе çитнĕ пьесăсем те, шÿтлĕ калавсемпе  халăх хушшинче çÿрекен кулăш та, ачасене  валли юптарса çырнă юмахсем те пур. Сăвăсемпе такмаксем те çыркаланă... Çапах та вăл ытларах драматургипе ĕçленĕ.

А. Миллин çырнисем хушшинче кĕске пьесăсем, сценкăсем, диалогсем сахал мар. Вĕсен темисем тĕрлĕрен. Кулленхи  пурнăçра тĕл пулакан киревсĕр йăласемпе  çынсен ĕмĕртен пыракан çитменлĕхĕсене питлеççĕ вĕсем.  Акă, сăмахран, «Тивĕçе мансан» ятлă пĕр пайлă пьеса. Интеллигентсен çемйи. Ашшĕпе амăшĕ пĕрмаях ĕçре. Пĕртен-пĕр ачипе кĕнеке вулама, музея е театра, зоопарка çÿреме вăхăт çук вĕсен. Воспитани ĕçне туса пыма та «вăхăт çук». Ачи пĕрмаях -  асламăшĕпе. Лешĕ мăнукне хăй пĕлнĕ пек воспитани парать. Çавна май пĕррехинче ашшĕпе амăшĕн хăнасем умĕнче самаях пит хĕретме тивет.

Çыравçă уйрăмах килĕштернĕ  жанрсем - сатирăпа юмор. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл ĕмĕрĕ тăршшĕпех «Капкăн» журналпа çыхăну тытнă, унта час-часах пичетленнĕ.

Александр Георгиевич ачасем валли те сахал мар çырнă. Çав хайлавсем жанр тĕлĕшĕнчен тĕрлĕрен: калавсем, пьесăсем, юмахсем, шÿтсем... Вĕсен тематики  те самаях  анлă. Пĕтĕмпе   А.Миллинăн ачасем валли виçĕ кĕнеке тухнă: «Вăлта» /1979/,«Мухтанчăк» /2014/, «Пĕчĕк чÿречеллĕ пÿрт» /2015/. Вĕсем паянхи çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пулăшаççĕ.

Çак калавсем ăнсăртран çуралман, паллах. Миллинсен йышлă çемйине касри, ялти ачасем йышлăн пырса çÿренĕ. «Ашкăнса  чăрмантаратăр, шавлатăр» - тесе  хăваламан вĕсене, пачах урăхла: çемьере ачасем юлташĕсемпе  пĕрле пухăнса шашка-шахматла, доминолла вылянă, вуланă кĕнекесемпе çĕнĕ кинофильмсене сÿтсе явнă.

Халăх хушшинче хисеплĕ, авторитетлă çын пулнă А.Миллин. Темиçе хутчен те Елчĕк район совечĕн депутатне суйланнă. Ĕçне кура ăна медальсемпе, хисеп хучĕсемпе наградăланă. Кунтан та пысăкрах чыс - ачисем сума суни, асра тытни.

Александр Георгиевичпа унăн мăшăрĕ Антонина Васильевна ашшĕпе амăшне, аслашшĕпе асламăшне, вĕсенчен те маларах пурăннă тăван-хурăнташĕсене чунтан хисеплекен, вĕсен ырă ятне упракан ачасем пăхса ÿстернĕ. Таисия Александровна Шупашкарти трактор тăвакан заводра инженерта ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура, Владимир Миллин - «Стройдормаш» уçă акционерсен обществи» заводăн производство директорĕ, Николай Александрович - «Лама» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ, Борис Александрович çавăнтах директор çумĕ пулса ĕçлет. Пурте ятлă-сумлă çынсем. Антонина Васильевнăн паян сакăр мăнук. Пурте ÿссе çитсе аслă пĕлÿ илнĕ. Пархатарлă ывăл-хĕр, хальхи çамрăк ăру ваттисене асра тытать. 

Асрах Александр Георгиевич Миллинăн сумлă ячĕ, манăçмасть унăн ырă ĕçĕ. Апла тăк ахаль пурăнман вăл çак тĕнчере.

Г.Матвеева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика