01 января 2016 г.
/Кăрлач уйăхĕ/
7. 1878 çулта Болгарири Шейнево патĕнче вырăс çарĕсем турккăсене хирĕç çапăçу пуçарса стратегиллĕ пысăк çĕнтерÿ тунă. Çакă легендарлă Скобелев генералăн ят-сумне тата та çĕкленĕ, вырăс çарне вара 1877-1878 çулсенчи вăрçа çĕнтерÿпе вĕçлеме май панă.
12. Çак кун 1945 çулта совет çарĕсем Вислăпа Ордер операцине пуçланă. Тĕплĕн хатĕрленнĕ хыççăн Г.Жуковпа И.Конев ертсе пыракан çарсем нимĕç фашисчĕсен Польшăри пысăк ушкăнне çапса салатнă, нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче совет çарĕсем Берлинран 60-70 çухрăмра çеç пулнă.
17. 1945 çулта совет çарĕсем Варшавăна ирĕке кăларнă.
27. Çак кун 1944 çулта совет çарĕсем Ленинград хулине фашистсем хупăрласа тăнине пĕтĕмпех татнă.