Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă кунсем, юбилейсем

01 января 2016 г.

Кăрлач, 1

Литература критикĕ, поэт, кĕнекепе тĕрлĕ статьясен авторĕ Григорий Иванович КУЗНЕЦОВ /Тĕмер/ çуралнăранпа - 115 çул.

х х х

Кÿлпуçри почта уйрăмне уçнăранпа - 75 çул.

х х х

Производство организаторĕ, СССР профсоюзĕн XIX съезчĕн делегачĕ, «Профсоюзри активлă ĕçшĕн», «Автомобиль тата ялхуçалăх машиностроителĕн ветеранĕ» паллăсене, Чăваш Республикин Министрсен Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Владимир Никандрович МАКАРОВ /Таяпа Энтри/ çуралнăранпа - 70 çул.

Кăрлач, 2

Ученăй, физикăпа математика наукисен докторĕ, Уралти политехника институчĕн профессорĕ Николай Иванович СОЛИН /Тĕмер/ çуралнăранпа - 75 çул.

х х х

«Чăваш ССР тава тивĕçлĕ учителĕ» ята, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, «СССР хисеплĕ донор» ята тивĕçнĕ Николай Семенович КИРИЛЛОВ /Вырăскасси/ çуралнăранпа - 70 çул.

х х х

«Чăваш АССР тава тивĕçлĕ экономисчĕ» ята тивĕçнĕ Николай Леонидович ПАВЛОВ /Лаш Таяпа/ çуралнăранпа - 70 çул.

Кăрлач, 3

Хими наукисен кандидачĕ, РСФСР Çутĕç министерствин Хисеп грамотине, «СССР изобретателĕ» кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçнĕ Василий Иванович МИХАЙЛОВ /Элпуç/ çуралнăранпа - 75 çул.

х х х

РСФСР Çутĕç министерствин Хисеп грамотине, «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ Валерий Пантелеймонович ЯКОВЛЕВ /Лаш Таяпа/ çуралнăранпа - 65 çул.

Кăрлач, 4

«Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» ята тивĕçнĕ Люда Александровна КЛЕМЕНТЬЕВА /Анат Чаткас, Шăмăршă районĕ/ çуралнăранпа - 60 çул.

х х х

Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе наука министерствин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ, СССР Журналистсен Союзĕн членĕ Владислав Олимпиевич САЗОНОВ /Кÿлпуç/ çуралнăранпа – 65 çул.

х х х

СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине, çар медалĕсене тивĕçнĕ Владимир Антроникович ЧЕРМАКОВ /Исемпел/ çуралнăранпа - 50 çул.

Кăрлач, 5

«Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ çар летчикĕ» ята, тĕрлĕ медальсене тивĕçнĕ Анатолий Филаретович КАЗАКОВ /Кивĕ Эйпеç/ çуралнăранпа - 55 çул.

Кăрлач, 6

«Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» Анатолий Петрович УБАСЕВ /Аслă Елчĕк/ 60 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Кăрлач, 7

«Ĕçри хастарлăхшăн» медале, РСФСР Çутĕç министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Антонина Порфирьевна СОМИНА /Кармал/ çуралнăранпа - 95 çул.

х х х

III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕн кавалерĕ Геннадий Васильевич ТРОФИМОВ /Кушкă/ çуралнăранпа - 70 çул.

Кăрлач, 12

Колхозниксен Пĕтĕм Союзри виççĕмĕш съезчĕн делегачĕ Елизавета Александровна МИСЯКОВА /Аслă Елчĕк/ çуралнăранпа - 85 çул.

Кăрлач, 14

«Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ», РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» ятсене, Хĕрлĕ Çăлтăр, II степень Отечествăлла вăрçă орденĕсене, РСФСР Ял хуçалăх министерствин, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ, Елчĕк районĕнчи Ĕç Мухтавĕн тата Паттăрлăхĕн Кĕнекине кĕме тивĕçнĕ Ефим Михайлович МОЛОСТВОВ /Аслă Елчĕк/ çуралнăранпа - 105 çул.

х х х

«Раççей Федерацийĕн автотранспорчĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ Серафим Николаевич МЕДВЕДЕВ /Вырăскасси/ çуралнăранпа - 55 çул.

Кăрлач, 15

«Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята, РСФСР Культура министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Клавдия Григорьевна СМЫЧКОВА çуралнăранпа - 90 çул.

х х х

«Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Владимир Гурьевич АЛБУТОВ /Чăваш Тăрăм/ çуралнăранпа - 60 çул.

А.ПЕТРОВ хатĕрленĕ.
Кушкă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика