Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кредит рейтингĕсене çирĕплетнĕ

26 декабря 2015 г.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Пĕтĕм тĕнчери  Fitch Ratings тата Moody’s Investors Service рейтинг агентствисен кредит рейтингĕсем пур. Çак агентствăсем кашни çулах Чăваш Республикин кредит рейтингĕсен мониторингне тăваççĕ.

Раштавăн 18-мĕшĕнче Fitch RatingsЧăваш Енĕн вăрăм сроклă рейтингĕсене ют çĕршыв тата наци валютин «ВВ+» шайĕнче тата кĕске сроклă рейтингне ют çĕршыв валютин «В» шайĕнче çирĕплетнĕ. Агентство çавăн пекех регионăн нацин вăрăм сроклă рейтингне «АА/rus/» шайĕнче тунă.

Республикăн шалти рынокри облигацийĕсен рейтингĕсене вара «ВВ+» и «АА/rus/» шайĕсенче çирĕплетнĕ.

Федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен хушшинче пирĕн республика Чулхула, Оренбург, Пенза, Киров облаçĕсен, Удмурти Республикипе Мари Эл Республикин кредит рейтингĕсен шайĕсенчен иртсе кайнă.

Аса илтеретпĕр, раштавăн 4-мĕшĕнче республикăн кредит рейтингĕсене çавăн пекех Moody’s Investors Service рейтинг агентстви те тунă.

 

Хаклав

Марина ПАВЛОВА, район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ:

- «ВВ+» шайĕнчи рейтинга экономика енчен вăйлă аталаннă Красноярск тата Алтай крайĕсем, Курск, Тамбов, Мускав облаçĕсем тивĕçнĕ. Çавăн пекех федерацин Атăлçи округĕнче пирĕн республика ытти субъектсен кредит рейтингĕсен шайĕнчен иртсе кайни те Чăваш Ен аталанса пыраканнисен йышне кĕме пултарнине çирĕплетет.

Кредит рейтингне сыхласа хăварни Чăваш Ен правительствине эффективлă бюджет политикине йĕркелеме, федераци бюджетĕнче хушма укçа-тенкĕ илме, çĕнĕ производствăсем уçма, реконструкци ĕçĕсене пурнăçлама май парать. Пирĕн районта кăçал 86 уйрăм предприниматель хăйсен ĕç-хĕлне йĕркелерĕç. Çакă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма май пачĕ.

Валерий ИЗРАТОВ, уйрăм предприниматель:

- Республикăн кредит рейтингне пысăка хурса хаклани правительствăна çынсем умĕнчи социаллă обязательствăсене кирлĕ пек пурнăçлама май парать. Унсăр пуçне кредит агентствисем лайăх хак пани регионăн инвестици шайне ÿстерет, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем туса парать, ĕç укçин виçине пысăклатать. Çакă пирĕн республикăн Пуçлăхĕ, Правительстви ĕç-хĕле тивĕçлипе йĕркеленине кăтартса парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика