Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕх уйăрĕç

26 декабря 2015 г.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Мускавра Патшалăх Канашĕн çĕршыври пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тытăмне лайăхлатассине халалланă ларăвне ирттернĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Владимир Путин пухăннисене Раççей шкулне тĕнчере чи лайăххисенчен пĕри тума чĕнсе каланă. «Технологисем вăйлă аталанаççĕ, шкулăн та çакăнтан юлмалла мар. Çавăнпа вĕрентĕве çĕнетсех пымалли ăнăçлă механизм кирлĕ. Çав вăхăтрах çитĕнекен ăрăвăн Раççей халăхĕсен ăс-хакăлпа культура еткерне те манмалла мар», - тенĕ вăл.

Ларура пурте усă курма пултаракан электрон шкулне, учительсен професси ÿсĕмĕн тытăмне йĕркелессипе, педагогсен тĕрлĕ «хут ĕçĕн» калăпăшне чакарассипе, шкулсенче ачасене 2-3 сменăпа вĕрентессине пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ.

Патшалăх Канашĕ сÿтсе явнă ыйтусене хакланă май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла палăртнă: «Паян регионсен влаçĕсен умне вĕрентÿ тытăмне лайăхлатас енĕпе уçăмлă тĕллевсем лартнă. Пирĕн республикăра ку енĕпе пурнăçланакан ĕç курăмлă. Тĕп кăтартусенчен пĕри - пĕтĕм Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче çĕнтернĕ ачасен шучĕ икĕ хута яхăн ÿсни». Михаил Васильевич çитĕнекен ăру валли аталанма кирлĕ условисем йĕркеленĕшĕн педагогсене, ачасене тав тунă. Вăл хăйĕн суйлав умĕнхи программинче 10 çулта Чăваш Енре 30 шкул тумалли тата модернизацилемелли тĕллев палăртни çинчен каланă. «Мĕнпур плана пурнăçлăпăр. Пирĕн ачасем çĕнĕ условисенче пĕлÿ илĕç, вĕсене икĕ сменăпа вĕрентнипе çыхăннă çивĕч ыйтăва та татса парăпăр».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика