Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

26 декабря 2015 г.

150-мĕш пепке - Кирилл

ЗАГС ĕçченĕсем районта кăçал 150-мĕш ача çуралнине регистрациленĕ.

Елчĕкре пурăнакан Светланăпа Сергей Александровсем виççĕмĕш пăхаттире алла илнĕ. Çавна май  çемье федерацин тата республикăн амăшĕн капиталне илме тивĕçет. Калас пулать, виçĕ ача çуратакансен йышĕ  çулсерен ÿссе пырать. Кăçалхи 11 уйăхра районта нумай ачаллисен йышне 30 çемье кĕнĕ.

 

Тата икĕ шкулта

«Федерацин «Доступная среда» программипе килĕшÿллĕн Елчĕкри тата Кушкăри шкулсенче сенсор пÿлĕмĕсем уçнăччĕ.

Çак кунсенче В.В.Андреев ячĕллĕ Лаш Таяпари тата Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчи сенсор пÿлĕмĕсем тĕрлĕ оборудованипе пуянланнă. Унта ачасен пултарулăхне аталантармалли мĕнпур услови пур.

 

Мускава - Тĕп елкăна

Çĕнĕ çул умĕн шкулта тăрăшса  вĕренекенсене кашни çулах  тĕрлĕрен парнесем кĕтеççĕ.

Елчĕкри шкулта саккăрмĕш класра вĕренекен Анна Кузьмина хăйне питĕ телейлĕ тесе шутлать. Вăл вĕренÿре çитĕнÿсем тăвать, пултарулăхри ÿсĕмĕсем те пысăк. Хастар вĕренекен Кремльти Тĕп елкăна кайма тивĕç пулнă.

Çавăн пекех федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелекен елкăна Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри шкулта иккĕмĕш класра вĕренекен Маша Адюкова тивĕçнĕ. Унпа пĕрле хĕрпĕрчин амăшĕ - район, республика  пурнăçĕнче пултарулăхĕпе палăракан Любовь Адюкова педагог çула тухать.

 

«Престижра» палăрнă

Республикăра педагогсен професси ăсталăхĕн Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш «Престиж» конкурс-фестивалĕ иртнĕ.

Унта Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсем те хутшăннă. Римма Парферьева «Нарспипе Сетнер тĕлпулăвĕ» ÿкерчĕкпе - пĕрремĕш, Луиза Доброхотова  класс тулашĕнчи сценари çырса, Светлана Карамаликова «Эстрада ташши» вĕренÿ программи хатĕрлесе иккĕмĕш степень дипломсене тивĕçнĕ.

 

«Тарават кĕçнерникун»

«Меридиан» суту-илÿ центрĕнчи «Акварель»  киленÿ центрĕ кĕске вăхăт хушшинчех ыркăмăллăх ĕçне пуçарнипе палăрать.

Кашни уйăхăн юлашки кĕçнерникунĕнче вăл «Уçă алăксен» кунне йĕркелет. Унта ачасем тĕрлĕрен вăйăсем выляма пултараççĕ.  Çак кун ачасем ятарлă ешчĕке хăйсем миçе тенкĕ тÿлесшĕн, çавăн чухлĕ хураççĕ. Пухăннă укçа-тенкĕ районти инвалид ачасене пулăшнă çĕре каять. Сусăр ачасем  хĕллехи каникул вăхăтĕнче кирек хăш кун та выляв çуртне тÿлевсĕрех кĕме пултараççĕ.

 

Пурнăç парнелекен парне

Районти нумай ачаллă, пĕччен, йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесене, вăрçă ветеранĕсене пушар хăрушлăхĕнчен сирес тĕллевпе вĕсен çурчĕсене пушара систерекен датчиксем лартнă.

Çакă вăл Раççей МЧСĕн тата ВДПО сотрудникĕсен «25 ырă ĕç» акципе килĕшÿллĕн ирттерекен ĕçĕ. Хальлĕхе хатĕре районти 20 çуртра вырнаçтарнă. Енчен те килте тĕтĕм-сĕрĕм шăрши тухсанах  вăл кăшкăрать - çывăрса кайнă ватăна е ача-пăчана часах вăратма пултарать. Çапла вара инкеке çийĕнчех сисме пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика