Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăнÿкерчĕк аса илтерет

26 декабря 2015 г.

Сăнÿкерчĕк аса илтерет

Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенче Елчĕкре те, районти нумай ялсенче те час-часах паллă писательсемпе поэтсен, художниксемпе композиторсен творчество каçĕсем иртетчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен тĕл пулăвĕсене колхозсемпе, предприятисемпе, уйрăм организацисемпе маларахах тунă килĕшÿ тăрăх килсе çÿретчĕ.  Валентин Урташ поэт-юрăçпа Василий Краснов-Асли «Прогресс» ертÿçисемпе те, колхозниксемпе те пĕр çемьери йыш пек çывăхчĕ. Валентин Урташ хуçалăхри чăх-чĕп ĕрчетекен Маргарита Нягинăна халалласа  поэма та çырчĕ, «Ялав» журналта  колхоз аталанăвĕ  çинчен пысăк очерк кăларчĕ. Хамăр ентеш Николай Карлин композиторпа пĕрле тĕрлĕ юрăçсем ялтан яла çÿресе чуна тивмелле концертсем кăтартатчĕç. Районпа Шупашкарти театрсем килĕшÿ туса халăха чи çĕнĕ спектакльсене кăтартма килетчĕç. Кашнинчех курав залĕсем тулли пулни чунра савăнăç кÿретчĕ.

Астăватăп, пирĕн район кÿршĕри Патăрьел тата Комсомольски районĕсемпе ăмăртатчĕ. Эпир чылай кăтартупа маларах пулнăран Тутарстанри Пăва тата Апас районĕсем те пирĕн хыççăн туртăнатчĕç. Çавна май Елчĕк енре Пăва е Апас районĕн культура кунĕсем те  иртетчĕç. Культура керменĕсемпе клубсенче чăвашсеннипе пĕрлех вырăс, тутар е ытти халăхсен юрри-ташшисене киленсе итлеме тата курма кăмăллăччĕ.

Ку ÿкерчĕке, çур ĕмĕре яхăн каялла хура-шурă пленка çине ÿкернĕскере, кивĕ альбомра тĕл пултăм. Вăхăт иртнĕ май самаях сархайнă пулсан та тарăн шухăша ячĕ. Ун чухне пирĕн пата  Хусантан Константин Петровпа Николай Васильев /Ытарай/ хăнара пулчĕç. Пĕрремĕшĕ Андриян Николаев космонавт çинчен çырнă «Сенкер тÿпе» тата халăхра анлă сарăлнă «Юратупа наркăмăш» повеçĕсемпе чапа тухнăччĕ. Ытарая, ача-пăча валли сăвă-юмах тата юптарусем ытларах çыраканскере, кулăш-сăнарсемшĕн ырласа йышăнатчĕç.

Паянхи çамрăксемшĕн, тен, тĕлĕнмеллерех пек те туйăнать. Анчах асăннă çыравçăсене итлекенсем кашни ялтах клуб тулли пулчĕç. Авторсемпе вулакансем хушшинче пур çĕрте те хĕрÿ калаçусем иртрĕç. Юлашкинчен Константин Петровпа Николай Васильев /Ытарай/ редакцири журналистсемпе тĕл пулса хăйсен ĕçĕпе малашнехи планĕсем çинчен ăшшăн каласа пачĕç. Талантлă çыравçăсемпе  иртнĕ çав тĕлпулусене ун чухне КПСС райкомĕнче ĕçленĕ, халĕ республикипе палăрнă, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ Анатолий Артемьевич Тимофеев /ÿкерчĕкре варринчи/ йĕркелесе, ертсе пычĕ.

Иван ИНОХОДОВ,
«Елчĕк ен» /ĕлĕкрех «Колхоз ялавĕ»/ хаçатра 40 çула яхăн
/çав шутра  нумай çул тĕп редакторта/ ĕçленĕ пичет ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика