26 декабря 2015 г.
Яманчÿрел ялĕнче 528 çын пурăнать. Вăл шутран пĕр çула çитменнисем 6 ача, 18 çул тултарманнисем - 104 çын, салтак арăмĕ - 1.
Ялти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Тамара Рахмуллина чи малтан çак категорири çынсен сывлăхĕшĕн тимлет. Пĕчĕккисем патне килне çÿрет, вĕренекенсем патне – шкула. Елена Андреева, салтак арăмĕ, çулĕсене пăхмасăр ытларах хăй сиплев çуртне утма кăмăллать.
Ял халăхĕн сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслес тĕллевпе çулсерен диспансеризаци йĕркелеççĕ. Кăçалхи планпа тĕрĕслеве 150 çыннăн кĕмелле. Вĕсенчен тăххăрăшĕ ялта çуккипе сывлăхне пур енлĕн тĕрĕслеттереймен.
- Вĕсем пропискăра кăна кунта тăраççĕ, хăйсем çук, - тет Тамара Вячеславовна.
Яманчÿрелсемшĕн кăçалхи çул паллă пулăмпа асра юлчĕ - ялта çĕнĕ ФАП уçăлчĕ. Ăна уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ытти сумлă çынсем килнĕшĕн çав тери хĕпĕртенĕ ял халăхĕ. Халĕ хăтлă та таса, çутă фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлеме те, чирлисене сыватма та пур услови çителĕклĕ. ФАПри тирпейлĕхшĕн Т.Васильева санитарка тимлет. Ултă çул çак ĕçре тăрăшаканскер, кунти çĕнĕлĕхсемшĕн савăннине пĕлтерет.
Эрнере пĕрре яла участокри врачсем килсе çÿреççĕ. Л.Майковăпа Н.Кускова тухтăрсем палăртнă кун тĕрлĕ сĕнÿ-канаш илме пыракансене тĕплĕ тĕрĕслеççĕ, мĕнле сипленмеллине ăнлантараççĕ. Кăçал ялта ултă «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнишĕн, ача амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсем пурришĕн савăнать Т.Рахмуллина.
- Çуртсенче ача-пăча сасси янрасан ял ватăлмасть, - тет медсестра.
Вăл сывлăх сыхлавĕнче чылай çул тăрăшать. Малтан ялтах тăрăшнă, унтан Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче лаборанткăра вăй хунă.
Ялти хисеплĕ фельдшер Вера Алексеевна Корнилова тивĕçлĕ канăва тухсан ăна çак сăваплă та сумлă ĕçе шанса панă. Шанăçа тÿрре кăларассишĕн тăрăшать, ял çынни пĕрремĕш пулăшу ыйтма пырсанах чирлĕ çын патне васкать. Хăй суйласа илнĕ профессипе юратса ĕçлет Тамара Вячеславовна.
- Çынна пулăшасси сăваплă, - тет вăл.
В.КИРИЛЛОВА сăнÿкерчĕкĕнче: Т.Рахмуллина.