26 декабря 2015 г.
Чăваш кĕнеке издательствинче «Пурнăç кустăрми» ятлă кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕ - пирĕн ентеш, писатель, журналист, куçаруçă Александр Георгиевич Миллин. Унччен унăн ачасем валли çырнă «Вăлта», «Мухтанчăк», «Пĕчĕк чÿречеллĕ пÿрт» кĕнекисем тухнăччĕ. Çĕнĕ кăларăма аслăрах вулакансем валли хайланă калавсем, пьесăсемпе кĕске сценкăсем, куçарусем, йĕплĕ-шÿтлĕ кулăшсем кĕнĕ. Тăванĕсемпе ĕçтешĕсен асаилĕвĕсене, сăнÿкерчĕкĕсене уйрăм пая вырнаçтарнă. Александр Миллин хăй пурăннă чухнех çакăн ятлă кĕнеке кăларма ĕмĕтленнĕ, хатĕрленнĕ - ĕлкĕреймен. Унăн ĕмĕтне ачисем пурнăçларĕç. Авторăн çывăх çыннисемпе тăванĕсем хушшинче саланакан тиражра Миллинсен ăру-йăх таблици те пулать.
Кĕнекене республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Галина Матвеева пухса хатĕрленĕ, умсăмахне те вăлах çырнă.