26 декабря 2015 г.
Юлашки вăхăтра çĕршывăмăрта суррогат эрех ĕçсе вилнĕ тĕслĕхсене ытларах та ытларах илтетпĕр. Хăрушă инкек пирĕн республикăмăртан та пăрăнса иртмерĕ.
Мĕн-ха вăл суррогат? Хăйĕн хăш-пĕр уйрăмлăхĕсемпе кăна тепĕр япала вырăнне пулма пултаракан шĕвек /лайăх эрех вырăнне – суя эрех/. Тутă кĕртекен тата тĕрлĕ тĕс паракан техника спирчĕсем, кантăк тасатмалли шĕвексем, бор, кăткă, салицил, метил спирчĕсем, тутине кăштах лайăхлатмалли тĕрлĕ улма-çырла шĕвекĕсем хушаççĕ те шурă эрех, коньяк, ром пулса тăраççĕ. Вĕсене йÿнĕ хакпа сутаççĕ.
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал тăхăр уйăхра кăна спирт хутăшĕллĕ шĕвексем ĕçсе 972 çын наркăмăшланнă. 2014 çулхипе танлаштарсан, ку 29,3 процент ытларах. Спирт хутăшĕллĕ шĕвексем ĕçсе 278 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Сутуçăн ĕçĕ – тавар сутасси, унăн – хăйĕн хуçи. Мĕнле тавар килсе параççĕ - çавна ăсатмалла. Алкоголь продукцийĕсем туяннă чухне пĕчĕк лавккасемпе киосксем уйрăмах пысăк тимлĕх ыйтаççĕ. Йÿнĕ япала йÿнĕçтерет, йÿнĕ шĕвек пуçа çиет,тенĕ. Лайăх эрех те, нумай ĕçсен, çын организмне хавшатать, пурнăçне татать. Суя эрех вара çынна хăвăрт парăнтарать, пуç мимипе чĕре наркăмăшлансан инсульт е инфаркт пулаççĕ, пĕвер циррозĕ пуçланать. Çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать.
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Патăрьел территори уйрăмĕ пурнăçа тата сывлăха упрас тĕллевпе алкоголь продукцине ятарлă лавккасенче çеç туянма сĕнет. Умри уявсене йĕркеллĕ ирттерер, сывлăха упрар. Граждансене иккĕленÿллĕ вырăнта, алăран алкоголь продукцийĕ туянасран асăрхаттарасшăн. Хаклă брендсен, чаплă эрехсен маркипе усă курса наркăмăшлă шĕвек те сутма пултараççĕ. Асăрханăр!
Н.СЕРГЕЕВА,
Роспотребнадзорăн ЧР управленийĕн Патăрьел территори уйрăмĕн начальникĕ.