26 декабря 2015 г.
Район прокуратури Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче ирĕк памасăр уçнă свалкăсем пуррине тупса палăртнă.
Аслă Таяпа ял тăрăхĕн территорийĕнче пластмассăпа кĕленче савăтсем, тимĕр-тăмăр, шифер татăкĕсем, хут-хăмăр тата ытти каяшсем йăваланса выртакан свалкăсем пур. Вĕсем тăван тавралăх илемне пăсаççĕ, санитарипе гигиена нормисене хирĕçлеççĕ. Ирĕк памасăр уçнă свалкăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 0,035 гектарпа танлашать, вĕсенче 5 тонна яхăн каяш пухăннă.
Территорие каяшсенчен тасатма прокуратура ыйтăвĕсене суд туллин тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне Роспотребнадзор органĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пирки хатĕрленĕ административлă ĕçе пăхса тухĕç.
К.КОНОВАЛОВА,
район прокурорĕн пулăшаканĕ.