26 декабря 2015 г.
Раççейри Литература, Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкне халалласа Шăмалакри культура çуртĕнче сахал мар мероприяти йĕркелерĕмĕр. Ял пурнăçĕпе кăсăкланакан Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, сăвăç-композитор, чăваш эстрада юрăçи Лидия Изекеева пирĕн тăрăха час-часах килсе çÿрет. Хальхинче пирĕн кĕтнĕ хăнапа пĕрле Надежда Заводскова юрăç-композитор, Альбина Пăрчăкан, Евгений Николаев çулталăка пĕтĕмлетсе савăнăçлă уяв йĕркелеме пулăшрĕç.
Пирĕн ял кинĕ Лидия Николаевна Изекеева темиçе çул каяллах ял библиотеки çумĕнче литература студийĕ уçма сĕнÿ панăччĕ. Кăçал вара ăна йĕркелесе «Ăраскал» ят патăмăр. Тăван чĕлхене сума сăвакансем, ватăсемпе ача-пăча, çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ тĕлпулусене хутшăнчĕç. Ачасем асламăшĕ-кукамăшĕсене пир пусмаран чăваш хĕрарăмĕн тумĕсене хатĕрлесе пама ыйтрĕç. Асăннă уявра К.Иванов çырнă вилĕмсĕр «Нарспи» поэма сыпăкĕсене вуларĕç. Хастар вулакансене - Карина Лисовăна, Вероника Усановăна, София Шуйковăна, Валерия Черновăна, Юлиана Герасимовăна, Анита Ермаковăна Лидия Изекеева Чăвашсен обществăпа культура центрĕн Тав çырăвĕсене парса хисеп турĕ. Çавăн пекех культура çурчĕн ертÿçипе эпĕ те чăваш культурине аталантарас, йăла-йĕркене упрас тесе тăрăшнăшăн Чăваш Республикин Писательсен союзĕн, Чăвашсен обществăпа культура центрĕн Хисеп грамотисене илме тивĕç пултăмăр. Ялти чи сумлă хĕрарăма - Раиса Васильевна Ермаковăна Лидия Изекеева хăйĕн юррисен пуххине парнелерĕ. Уяв Çветтуй Микулай кунĕпе пĕр килнĕрен Коля ятлисене те парнесĕр хăвармарĕç. Вĕсен ячĕпе илемлĕ юрăсем шăранчĕç.
Шупашкарти хăнасемпе пĕрле йĕркеленĕ уяв каçĕ пурне те килĕшрĕ.
В.УСАНОВА.