Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Несĕлсене манар мар

26 декабря 2015 г.

Ватта сума сăвакан, хăй те ырă куракан тесе ахальтен каламан ĕлĕкрен. Çапах та паянхи çамрăксемшĕн çак пĕлтерĕш пуш параппан пекех. Аслă ăрури çынсене сума сăвакансем те çук мар, паллах. Акă, Аслă Елчĕкри Вадим Чернов предприниматель Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен таврăннă ветерансене халалласа ялти обелиска хирĕç палăк лартма тĕв тытнă. Вăрçăран таврăнайман салтаксене халалласа лартнă палăк нумай çул упранать, ăна çулсерен тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе нумай тăрăшать ял тăрăхĕ. Малашне вăрçăран таврăннă хыççăн вилнĕ ветерансене халалланă палăк та мĕнпур ял çынни пуç таймалли вырăн пуласса шанас килет.

Вадим Владимирович Чернов чăннипех те мал ĕмĕтлĕ, май пур таран пулăшу аллине тăсма хатĕр çын. Нумай мероприяти вăл спонсор пулăшăвĕ панипе иртет, предприниматель чăннипех те пысăк тав сăмахне тивĕç.

- Кукаçисемпе асаттесене, вĕсен мăшăрĕсене ĕмĕрĕпех тав туса пурăнас тĕллевпе палăк тума шут тытрăм, - тет вăл.

Паянхи кун çак палăка тунă чухне пĕр çын та сиксе ан юлтăр тесе вăрçă ветеранĕсен списокне тĕплĕн тишкерес ĕç пырать. Мĕншĕн тесен «Астăвăм» кĕнекери списокра çук çынсем те пур ялта. Аслă Елчĕкре пурăнакансене асăннă кĕнекере списокра çук ветерансен хушамачĕсене ял тăрăхне е ялти библиотекăна пырса пĕлтерме сĕнÿ пур. Ĕмĕр асăнмалăх палăка вăрçăран таврăнсан пуç хунисен списокĕпе йĕркелеççĕ. Ял çыннин пирĕн кукаçине е асаттене мĕншĕн списока кĕртмен-ши тесе кулянмалла ан пултăр.

М.ПЕЧКОВА,
Аслă Елчĕкри библиотека заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика