Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп йĕрке, пысăк штрафсем, хытă айăплав… тата мĕн çитмест çул çинчи инкек-синкеке сирме?

26 декабря 2015 г.

Çирĕп йĕрке, пысăк штрафсем, хытă айăплав… тата мĕн çитмест çул çинчи инкек-синкеке сирме?

Нумаях пулмасть кÿршĕ районти пĕр ялта кукамăшĕ çирĕм пилĕк-вăтăрсенчи мăнукне Мускав енне ĕçлеме ăсатнине асăрхама тиврĕ. «Асту, ыльăм, тимлĕ пул, ан васка», - асăрхаттарчĕ вăл килте пĕр-пĕччен çитĕннĕ, çулĕсем самаях пулсан та мăшăрланма васкаман каччă куçĕнчен йăвашшăн пăхса. - Сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ». Кинеми мăнукĕ çине, унтан тин тапраннă çăмăл машина çине хĕрес хыврĕ те пÿрт умĕнчи сак çине йывăррăн ларчĕ.

- Ытла та салхуллантăн-çке, тăхлачă, - тетĕп ăна йăпатас кăмăлпа. - Ашшĕ-амăшĕ ăсатма ерçеймерĕ-и?

- Шăпах вĕсем пулманни хытă шухăшлаттарать те. Ара, мăнук иккĕре чухне ывăлпа кин хулана кайнăччĕ те каялла таврăннă чухне çул çинчи инкеке пула çамрăклах вилсе выртрĕç. Çапла вара манăн тăлăха юлнă пĕртен-пĕр ачана пĕчченех çитĕнтерме тиврĕ. Чипер çаврăнса килсен çемье çавăрасси пирки калаçкаларĕ те-ха...

- Каçарăр, тăхлачă, сире тĕлсĕр сăмахсемпе çул инкекĕ патне тепĕр хут таврăнтарса кăмăлăра хускатнăшăн.

Çапла каларăм та... шухăша путрăм. Ара, Раççейĕпе çул çинче çулсерен вăтам пысăкăшлĕ хула халăхĕ чухлĕ çын вилни пирки çирĕплетеççĕ те. Чăтаймарăм, хамăр тăрăхри лару-тăрăва та пулин уçăмлатас тесе Шалти ĕçсен министерствин Комсомольски полици уйрăмĕн административлă айăплав енĕпе ĕçлекен инспекторĕпе А.В.Адюков аслă лейтенантпа калаçма шутларăм.

 

Лăпкăлăх тĕлĕкре кăна

- Чăннипех калатăп, лайăххине палăртма ниепле те чĕлхем çаврăнмасть, - терĕ Андрей Владимирович. - Çул çинчи инкексен шучĕ пĕлтĕрхинчен чылай чакнине вун пĕр уйăхрах пилĕк çын таранччен сарăмсăр вилни пĕтĕмпех хупласа хучĕ. Çамрăксем, ырлăхра пурăнмалла яшсемпе хĕрсем е тин çеç çемье çавăрнисем хăйсен пуçтахлăхĕпе пурнăçне татни чуна ыраттарать. Акă, Яманчÿрелĕнчи А.Мартынов хăйĕн машинипе Мускавран яла килнĕ хĕре юнашар лартнă та «уçăлма» тухнă. Таçта чарăнса хăватлине ĕçнĕ те... каялла таврăннă чух руле хула  пикине тыттарнă. Лешĕ, хăйĕн техника пĕлĕвĕпе водитель прави çук пулсан та, «хурçă ута» çил пек хăваланă. Анчах пăрăнăç тĕлĕнче машина çул айккине сирпĕннĕ. Хĕр, кабинăран тухса ÿкнĕскер, урапа айне пулса вырăнтах вилнĕ. Машина хуçи те, йывăр аманнăскер, аран-аран хăтăлса юлнă. Ÿсĕрскерсем, хăрушсăрлăх ременĕпе те пулин çыхăнман.

Тĕп çултан Аслă Таяпана пăрăнса кĕнĕ çĕрте те /чăннипе унта унччен те темиçе инкек пулнă/ вăтăра çитмен çамрăк яланлăхăх куçне хупрĕ.  Аслă Елчĕк урамĕнче /ял хушшинче/ вара кăшт çеç утмăл тултарман водитель ним айăпсăр ачана таптаса пурнăçне татрĕ... Вилнисен-аманнисен ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсемпе çывăх çыннисем мĕн тери хуйхăрни, куççуль тăкни куç умне тухать те инкек çинчен калас чăтăмлăх пĕтет.

- Апла пулсан, çав хăрушлăх сăлтавĕ ăçта е мĕнре тесе шутлатăр эсир? Инкек-синкеке пÿлме е чакарма мĕн чăрмантарать?

- Хăш-пĕр сăлтавне тÿрех калатăп. Ман шухăшпа вăл - уйрăм çынсем хăйсемпе ачисен тата ыттисен пурнăçне хаклама, хисеплеме хăнăхманнинче е сÿрĕклĕхре. Тата ирĕклĕ пасар самани вĕсенче сĕмсĕрлĕх çуратнинче те. Пĕр-пĕр пуçтах водитель хăй пекех руль тытса пыракан юлташне хирĕç килнĕ е ытти чухне çулне «хĕснине», ăна сылтăм енчен, çул аяккипе темелле, хăваласа иртсе кайнине мĕнлерех ăнланмалла? Е çĕрлехи вăхăтра хирĕç килекене хăйĕн инçет çуттипе «тĕттĕм куç» тунине...

-  Ун пеккисем, чăнах та тĕл пулаççĕ çав çул çинче...

- Çапла. Камсем тесе шутлатăр эсир вĕсене? Хуравлатăп - куштансем, вĕçкĕнсем, ытти водительсене те, пассажирсене те ним вырăнне хуманнисем. Камсем çаплах иртĕхнине вара чылайăшĕ ăнланать - пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕ е кукашшĕ-кукамăшĕ хăйсен укçипе техника туянса парнеленисем. Калăпăр, вуннăри-вун иккĕри ачанах мопед е скутер илсе паракансем. Шăпах çавсем, çул çинче çÿремелли йĕркене ним вырăнне хуманнисем пĕр-пĕринпе ăмăртăва тухаççĕ те инкеке лекеççĕ. Чăн та, çитĕнерехпе  хальтерех кăна тухнă «М» категориллĕ права илсе пама та укçа тупĕç /5-15 пин тенкĕ/ парне хуçисемех... Анчах çавсенех, ачаллах тенĕн, инкеке лексе тем курасси те инçе мар вĕт. Каламасăрах паллă, паянхи хăватлă техникăна - мопедран пуçласа иномарка таранах хăйсен укçипе мар, ыр кăмăллă атте-анне илсе панисем машинисене те, хăйсемпе ытти çулçÿревçĕсене те хисеплеме-упрама пĕлмеççĕ. Çак шухăшăма, çивĕчрен те çивĕч ыйтăва, эпĕ шкулсенче калаçу ирттернĕ чух та, ĕç коллективĕсенче те витĕмлĕн хускататăп. Çапах та пуртех ăнланасшăн мар. Çавна пула автоинспекци ĕçченĕсем тĕлĕкре кăна лăпкăлăх кураççĕ.

 

Саккунсем çирĕп. Анчах...

- Халăхра час-часах миравай, тепĕр чухне федераци сучĕсем çине-çинех çул çинчи йĕркелĕхе пăснă тĕслĕхсене е инкек-синкекпе çыхăннă ĕçсене пăхни çинчен илтетпĕр...

- Тĕрĕсех. Çакă, пĕр енчен, районта, ытти çĕрти пекех, транспорт хатĕрĕсен хисепĕ /халĕ вăл пĕтĕмпе 7000 единицăна яхăн/ тата унпа çÿрекенсем хушăнсах пынипе çыхăннă. Тепĕр енчен, чылай çĕрте автоматла сăнав тата çырав камерисем вырнаçтарнăран йĕркене пăснă пĕчĕкрех тĕслĕх те асăрханмасăр юлмасть.

Çав вăхăтрах хăш-пĕр водительсем пысăк штрафсене те, правана тытса илнине те ним вырăнне те хумаççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ, тĕпрен илсен, ĕçкĕ енне туртăнакансем. Анчах кашни тĕслĕхех компьютер системинче тĕкĕр çинчи пек курăнса тăрать. Ĕçкĕпе иккĕмĕш е ытларах та лекнисен /вĕсене малтанхи хут 30 пин тенкĕрен 50 пин тенкĕ штраф параççĕ тата тĕрлĕ вăхăта правасăр хăвараççĕ/ ĕçĕ малашне уголовлă айăплава куçать. Суд йышăнăвĕпе вĕсене тĕрлĕ вăхăтлăха арестлеме, вырăнта е ютра ĕçлесе юсанма, ирĕксĕр хăварма та пултараççĕ. Паллах, правине те нумайрах вăхăта тытса илеççĕ.

Çапах та, районта хальлĕхе çул çинчи йĕркелĕхе пăсни тата пĕтĕмĕшле инкек пуласси пĕлтĕрхинчен кăшт çеç сахалтарах. Çакă тата  ун пекки пĕлтĕр сахалтарах пулни ĕç-пуç малашне пăртак та пулин лайăхланас шанчăк çуратать. Апла пулин те техника мĕнле сăлтава пула ытларах сиенленнин сăлтавĕсене тарăнрах уçса парасси, ăна пÿлсе пырасси хăйĕн çивĕчлĕхне пĕрре те çухатманнине палăртмаллах. 

- Çапах та, саккун çирĕплĕхĕ йĕрке тытма аванах пулăшать пулас?

- Пĕлтĕр вунă уйăхра йĕркене тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ лару-тăрура пăснисене 2 миллион тенкĕ штраф хунă. Кăçал 1525 пин тенкĕрен кăшт ытларах. Иртнĕ  çул ку енĕпе судра 93 ĕç  пăхса тухнă пулсан, кăçал - 84. Çав вăхăтрах унччен иккĕмĕш-виççĕмĕш хут ÿсĕрле руль умне ларнисем сайрарах пулнă.

 

Айăпа кĕтĕн пулсан - юсан, штрафĕпе - вăхăтра татăл

- Кăçалхи чÿк уйăхĕнчен вара транспорт хатĕрĕсен хуçисем çул çинче е ытти çĕрте йĕркене пăснă мĕнпур тĕслĕхе пĕтĕмĕшле информаци системине кĕртеççĕ. Çакă мĕн парать: сире тата водительсемпе автопарк тытакансене?

- Кирек мĕнле информацие те яланах «курма пулни» айăпа кĕнисене тĕрĕслесе  тăма, асăрхаттару ĕçне витĕмлĕрех илсе пыма пулăшать. Çав порталпа усă курса  водительсем хăйсен йăнăшне хăвăртрах тÿрлетме - штрафсемпе васкарах татăлма - тивĕç.  Вăлах, автоинспекци содрудникĕсем суд приставĕсемпе е налук службин ĕçченĕсемпе пĕрлехи рейда тухсан, парăмсене çийĕнчех татма, е транспорт хатĕрне чарнă вырăнтах шыраса илме май парать.

Водительсемшĕн те хăйсен те йăнăшĕ пуррипе çуккине тĕрĕслеме пултарни аван. Мĕншĕн тесен, хăш-пĕрисем курав тата ÿкерÿ приборĕсен асăрхавне çав самантрах сисеймессе те пултараççĕ. Тата çак çĕнĕлĕх пур: çитес çултан вара транспорт хуçисем хăйсем çине хунă штрафпа çирĕм кунчченхи хушăра татăлсан тÿлевĕн çурри чакать. Анчах ку майпа руль умне ÿсĕр ларнисем е медицина тĕрĕслевĕнче пулма килĕшменнисем усă кураймаççĕ. Çав вăхăтрах çул çинче тивĕçлĕ хăвăртлăхран сехетре 40 километр ытла хăвалакансем, çулăн хирĕçле куçăмне е светофорăн хĕрлĕ тĕсĕ çине кĕнисем тата инкекре çын сиенленнине пула айăпа кĕнисем ку çăмăллăхпа усă кураймаççĕ. Çакна аса илтерни те вырăнлă пулĕ: çĕнĕ çула кирек камшăн та парăмсăр кĕни лайăхрах тата кăмăллăрах пулать.

- Вулакансенчен чылайăшĕ çакна та пĕлесшĕн, районта çул-йĕр йĕркине пачах пăсман водительсем пур-и?

- Пур. Вĕсем çĕр-çĕрĕн. Çапах та пĕрне, Питтĕпелĕнче пурăнакан ĕç ветеранне, вун-вун çул тиев машинипе тавар турттарнă, халĕ те çăмăл машинăпа çÿрекен Н.Д.Свеклова ятранах асăнас килет. Вăл паян та техникăна тăтăшах йĕркеллĕ тытнăшăн, çулçÿрев йĕркине пĕрре те пăсманшăн Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Республикинчи автоинспекцийĕ ятран çырса панă парне-сехетпе çула тухать.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика