Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăрăша каснăшăн - штраф

26 декабря 2015 г.

Умра- хаваслă та шавлă Çĕнĕ çул уявĕсем. Хĕл мучипе Юрпике пире чăнласах та савăнăç та телей, ăнăçу та юрату, тату пурнăç илсе килессе шанатпăр. Вĕсене хапăл туса вара чылайăшĕ пÿлĕмсене симĕс чăрăш вырнаçтараççĕ.

Çак кунсенче шăпах чиперккене саккунсăр майпа, вăрттăн-хĕрттĕн касакансене Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕпе Чăваш Енри Çут-çанталăк министерствинчен, йĕрке хуралĕсенчен мĕнле «парне» кĕтнине аса илтересшĕн. Вăрласа каснă чăрăшшăн уйрăм çынсен 3-3,5 пин, должноçри çынсен 20-30 пин кăларса хума тивĕ. Юридика сăпачĕсен пакунлисен аллине çак сăлтавпа çаклансан вара тата ытларах хыпаланма тивĕ. Вĕсен штрафĕ - 50-100 пин! Административлă майпа айăпланнисĕр пуçне вăрман сăтăрçи пирки /тăкакĕ 5 пин ытларах пулсан/ уголовлă ĕç те пуçараççĕ. Йĕркене пăхăнмасан, Çĕнĕ çул умĕн кăмăла пăсма çеç мар, пите хĕретме те, кĕсьене çÿхетме те пулать. Лăс туратлă чăрăша туянас текенсен 8 927 852 78 49 телефонпа шăнкăравласа пĕлмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика