26 декабря 2015 г.
Шкул хаçачĕсен регионсен хушшинчи «Шкул-пресс» ятпа иртекен пултарулăх уçă конкурсĕ /вăл Чăваш Республикин Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви пуçарнипе иртет/ ĕçсене малалла йышăнать.
Конкурс ирттермелли йĕркепе унăн условийĕсене wwwĕgraniĕ21ru сайтра вырнаçтарнă. Кăçал шкулсен редакцийĕсем ултă номинацирен пĕрне суйласа илме пултараççĕ: «Хула шкулĕнчи чи лайăх хаçат»; «Ял шкулĕнчи чи лайăх хаçат»; «Шкул хаçачĕн чи лайăх дизайнĕ»; «Шкулти чи лайăх корреспондент»; «Шкул хаçатĕнчи çĕнĕлĕхе çутатакан чи лайăх сăнÿкерчĕк». Ĕçлекен çыннăн çулталăкне халалланă «Пур çавăн пек професси» кăларăм.
Жюри кашни номинацирех I, II тата III степеньлĕ лауреатсене палăртать.
«Грани» хаçат редакцине шкул хаçатĕнче кăçал кун çути курнă материалсене пичетленĕ виçĕ номере раштавăн 30-мĕшĕччен çак адреспа çитерсе памалла: 429950, Чăваш Республики, Çĕнĕ Шупашкар хули, Советская урамĕ, 14а, «Шкул-пресс» конкурса.