Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Банк карттисемпе асăрхануллă пулăр

26 декабря 2015 г.

Юлашки вăхăтра республикăра банк карттисем çинчен укçа-тенкĕ вăрланă тĕслĕхсем йышланчĕç.

Банк карттисем çинчен укçа-тенкĕ ан çухалтăр тесен вĕсемпе усă куракансен асăрхануллă пулмалла. Чи малтанах, карттăн пин-кодне, унăн реквизичĕсене никама та пĕлтермелле мар тата вĕсене карттăсем çине те çырмалла мар. Çаксем шульăксенчен сыхланма пулăшĕç.

Банкоматсенчен укçа илнĕ чухне те сыхăлăха ан çухатăр: банкоматсем хураллакан вырăнсенче вырнаçнине, карттăна илекен вырăнта, клавиатура тата банкомат çинче урăхла хатĕрсем çуккине пăхăр. Енчен те вĕсене асăрхарăр пулсан, тÿрех полици пайне пĕлтерĕр. Çавăн пекех чексене банкомат умĕнче пăрахса ан хăварăр - шульăксем сирĕн банк карттин номерне тĕпчесе пĕлме пултараççĕ.

Час-часах сирĕн патне «банк сотрудникĕ» тесе банк карттин реквизичĕсене ыйтса шăнкăравсем килме пултараççĕ. Кун пек чухне те асăрханулăх пăсмасть: вĕсемпе калаçма ан тăрăшăр, реквизитсене ан парăр, пĕр-пĕр тавар туянма укçа-тенкĕ куçарса пама ан васкăр.

Сĕнÿсене пурнăçласан çеç сирĕн «енчĕк» тулли пулĕ.

А.ПЕТРОВ,
полицин районти пайĕн ертÿçин çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика