26 декабря 2015 г.
«Районти централизациленĕ клуб тытăмĕ» МБУК залĕнче çемье дуэчĕсен «Упра мăшăрна» концерчĕ иртрĕ.
Зал тулли халăх пухăннă. Хамăр тăрăхри çемьесен пултарулăхне курма райцентртан инçетри ялсенче пурăнакансем те вăхăт тупса килнĕ. Елчĕкри Иванпа Лилия Шурбинсем, Ольгăпа Валерий Архиповсем, Энтепери Людмилăпа Виталий Марковсем, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Ольгăпа Сергей Красновсем, Кушкăри Дарья тата Эдуард Степановсем, Яманчÿрелĕнчи Александрăпа Александр Матвеевсем юрату, туслăх, çемье, тăванлăх юррисене шăрантарчĕç те шăрантарчĕç. Икшерĕн кăна мар, пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та юрларĕç сцена ăстисем. Çемье дуэчĕсен концерчĕ куракана питĕ килĕшрĕ, зал тăвăллăн алă çупрĕ.
- Профессионал юрăçсен концерчĕ айккинче тăтăр, епле маттур пирĕн çемьесем, - терĕç икĕ сехет ытла чунĕсене лăпкăлăхпа, ăшăлăх, канăçлăх кÿнĕ куракансем.
Концерт пынă вăхăтра слайд çинче асăннă çемьесен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллашма май пулчĕ. Юлашкинчен «Районти централизациленĕ клуб тытăмĕ» МБУК директорĕ Валентина Портнова кашни çемьене ăнăçусем сунса Тав хучĕсемпе чысларĕ.