23 декабря 2015 г.
Çĕнĕ çул умĕн Елчĕкри Юбилей урамĕнче - «Сельхозтехника» предприятийĕ пулнă территорире уйрăм çынсен - Алевтина тата Сергей Московскийсен «Агат» лавкки уçăлчĕ.
Мал ĕмĕтлĕ çамрăксене финанс кризисĕ те хăратман.
- Хамăрăн ĕçе йĕркелесе ярасси пирки эпир унчченех шухăшланă. Сергей мăшăрăм, атте - Юрий Алексеевич Егоркин предприниматель те пикенсе ĕçе пуçăнма хавхалантарчĕç, - тет Алевтина.
«Агат» лавкка кил-çуртра питех те кирлĕ электрика, сантехника таварĕсемпе сутă тăвать. Çавнă пекех кунта тĕрлĕрен савăт-сапа нумай, светильниксем, люстрăсем куçа илĕртеççĕ, стена çине çакмалли сехетсем мĕн тĕрли кăна çук, пĕри тепринчен ялтăркка та илемлĕрех сĕтел сарми кил хуçи хĕрарăмĕсен куçĕ тĕлĕнчен каймасть - вĕсенчен хăшне суйласа илмеллине пĕлмеççĕ вĕсем. Лавккана пынă çынсем кунта таварсем ытлашши хаклă пулманнине те çине-çинех çирĕплетрĕç. Çавна май хĕрарăмсем сĕтел сармине черет тăрсах темиçешер метр виçтерчĕç. Пирĕн умри арçынпа хĕрарăм люстра туянчĕç.
- Ку люстра шăпах эпир Шупашкар пасарĕнче курнă пекки, анчах кунта вăл чылай йÿнĕрех. Туянар, Çĕнĕ çул парни пултăр, - тесе калаçрĕç вĕсем пĕр-пĕринпе. Çывăх çынсене, тус-юлташсене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе парнелеме меллĕ пĕчĕк сувенирсем те темĕн тĕрли те пур кунта. Вĕсене пурте - ватти-вĕтти туянать.
Московскийсен ĕмĕт-тĕллевĕсем пысăк. Вĕсем малашне кÿрсе килекен мĕнпур йышши таварсен ассортиментне тата ÿстерме палăртаççĕ.
- Районта пурăнакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тĕллевпе тĕрлĕ люстрăсемпе светильниксем тата ытларах кÿрсе килме палăртатпăр, вĕсене каталог тăрăх саккас тума та майсем туса паратпăр. Çынсен шанăçне тÿрре кăларас тесен пахалăхлă, паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен таварсене ытларах кÿрсе килмеллине те аван ăнланатпăр, - теççĕ вĕсем.
С.АНАТОЛЬЕВА.
Алевтина Московская лавккари çĕнĕ таварсемпе паллаштарать