17 марта 2012 г.
Раççей Почтин Чăваш Енри филиалĕ "Çулталăкри почтальон - 2012" конкурс ирттерет. Республикăри чи лайăх почтальона, хаклă вулакансем, эсир суйлама пултаратăр. Хăйĕн профессине чунтан парăннă почтальон çинчен ака уйăхĕн 2-мĕшĕччен çак адреспа çырса пĕлтермелле: 428022, Шупашкар хули, П.Валькевич тăкăрлăкĕ, 1-мĕш çурт, "Почтовый экспресс" хаçата е okivanova@ mail.ru электрон почтипе ярса памалла. Республикăра çĕнтерекен почтальонăн хамăр чыса çĕр-шыв шайĕнче хỹтĕлемелле. Аса илтеретпĕр, 2010 çулта Вăрмар районĕнчи Н.Алексеева почтальонка Пĕтĕм Раççейри конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Халĕ Надежда ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшать. Сирĕн пулăшăвăрпа чи лайăх почтальона палăртатпăрах.