14 марта 2012 г.
Республика шайĕнче "Чăваш енри литература: 2010 çулхи чи лайăх вуланакан кĕнеке" конкурс иртнине тĕпе хурса Ĕнел ялĕнчи библиотекăра кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Куравра 2010 çулта пичетленсе тухнă чăваш писателĕсен произведенийĕсене тăратнă. Çапла майпа çынсем ытларах Н.Петровскаян "Çил-тăманлă каç", С.Павловăн "Сарă хăмăш, сар хăях", Г.Красновăн "Чипер хĕр ача Ксени", ача-пăча литературинчен Ю.Сементерĕн "Хушка", Л.Саринен "Наян мулкач" тата ытти произведенисене юратса вуланине палăртнă. Чи нумай кĕнеке вулакансем - Н.Федоров, В.Чернова, В.Исаков, Г.Куприянов, Л.Григорьева, Т.Охотина, К.Галкина, А.Кузьмина, М.Николаева, О.Корнилова, Н.Филиппова.