14 марта 2012 г.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕсем хыçа юлчĕç. Çак тапхăрта телевидени передачисенче, хаçат-журналта тĕрлĕ шухăшлă информаципе паллашрăмăр. Политиксем пĕр-пĕринпе хирĕç лару-тăрăва кĕни те çĕр-шывăн пуласлăхĕшĕн шухăшлаттарчĕ. Суйлав ăнăçлă иртсе кайрĕ, лаштах сывласа ятăмăр. Çынсем хăйсен чун-чĕрипе ăнланса тĕрĕс суйлав турĕç. Суйлавсен тапхăрĕнче хамăр районта та хăш-пĕр ырă мар кăмăллă çынсем халăха пăтратма хăтланчĕç. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн таса ятне варалама та именмерĕç, тĕрлĕ элек сарчĕç. Апла пулин те тĕрĕслĕх çиеле тухрĕ, халăх районшăн тăрăшакан çыннăн сулмаклă ĕçĕсене курса ăнланчĕ, унăн чысне хỹтĕлерĕ. Н.П.Миллин района ертсе пыма тытăннăранпа пурнăçланă ĕçсене пурне те шутласа та тухаймăн. Вăл пуçлăхра ĕçлеме тытăниччен аякри ялсенчен Елчĕке ĕçпе килекенсем лашисене район администрацийĕн çурчĕ умнех кăкарса хунă, унтах лашисене утă пăрахса парса çитернĕ, кунта район центрĕ тăрăх ирĕкре çỹрекен качакисем те утă çиме пуçтарăннă, йăлтах вараласа хăварнă. Халĕ вара кунта хулари площадь пек. Кил хуçи мĕнле пулни картишĕнченех паллă тесе ахальтен каламаççĕ çав. Район администрацийĕн пуçлăхĕ тăрăшнипе çак çулсенче пурнăçланă ĕçсем мĕн пурин куçĕ умĕнче: Елчĕкре тасатакан сооружени тутарни, Ырсамайĕнче культурăпа кану паркĕ йĕркелени, унта йывăçсем лартса ỹстерни, уявсене çак вырăнта ирттерме пуçлани, "Улăп" спорт комплексне хута яни, урамсене асфальт, район центрĕнче нумай çĕрте тротуарсем сартарни, больница территорине йĕркене кĕртни тата ытти нумай ĕçсем, вĕсене каласа та пĕтерме çук. Районти юхăннă ял хуçалăх организацийĕсем çĕнĕрен вăй илсе чĕрĕлнинче те район пуçлăхĕн тỹпи пысăк. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕ умĕн пĕр хаçатра сĕт-çу завочĕ, сельхозтехника, МСО, АБЗ пĕтсе ларнă тесе çырчĕç. Çакăн пек лару-тăру килсе тухнăшăн, паллах, Н.Миллин та халăхпа пĕрле пăшăрханать. Анчах çакă унран килменни пуриншĕн те паллă. Асăннă организацисене ертсе пыракансем ĕç çине алă сулнăран, пуçаруллă пулманран вĕсем панкрута тухнине ахаль çын та лайăх ăнланать. Районти ялсене асфальт çулсемпе çыхăнтарни, кил-çуртсене газпа хутса ăшăтмалла туса панишĕн кашни çемье савăнать. Çуртри ытти лайăх условисене кашни çын килĕнче хăй тумалла. Таяпа Энтринче, тĕслĕхрен, картишне брусчатка сарса хытаракансем те нумайланчĕç. Пуян пурăннăран çынсем çакна тума пултараççĕ. Хăш-пĕр этеме уйăхпа хĕвел те юраймасть. Усал кăмăллă элекçĕсем сахал мар пирĕн хушăра. Район çыннисем çакна курса тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем турĕç, пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пултарчĕç.