14 марта 2012 г.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне тата района йĕркелени 85 çул çитнине, Раççей историйĕн çулталăкне халалланă культурăпа спорт фестивалĕ районта вун иккĕмĕш хут иртрĕ. Кану, уяв кунне пăхмасăр районти хĕрарăмсем Елчĕкри "Улăп" спортпа сывлăх комплексне васкарĕç. Сакăр ял тăрăхĕн (Лаш Таяпа ял тăрăхĕсĕр пуçне), районти тĕп больницăн, райадминистрацин, культура пайĕн пикисем пуçтарăнчĕç унта. Фестивале пуçтарăннисене район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Е.Михайлова уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, конкурссенче ăнăçусем сунчĕç. Спорт комплексĕ кĕрлесе çеç тăрать. Кăçалхи фестивале хутшăнакансем нихçанхинчен ытларах. Районти тĕп больница команди йышĕпе чи пысăкки пулчĕ. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул умĕнчи йĕлтĕр йĕрĕ çине тĕрлĕ ỹсĕмри хĕрарăмсем тăчĕç. 30 çула çитичченхисен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна И.Филиппова (Елчĕк ял тăрăхĕ), иккĕмĕш - Л.Мазюкина (Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ), виççĕмĕш М.Головина (Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ) тухрĕç. 40 çула çитичченхи спортсменсенчен В.Ертмаковăна (Курнавăш ял тăрăхĕ) çитекенни пулмарĕ. И.Петрова (райадминистраци) - иккĕмĕш, Л.Адюкова (Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 40 çултан иртнĕ йĕлтĕрçĕсенчен чи маттурри Н.Афанасьева (райбольница) пулчĕ. Надежда Алексеевна вун иккĕмĕш хутчен хутшăнать фестивале, кашнийĕнчех малти вырăнсене йышăнать. Н.Семеновăпа (Курнавăш ял тăрăхĕ) Н.Ильина (Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Шывра ишессине фестивалĕн программине кĕртни иккĕмĕш çул. 30, 40 çула çитичченхи тата 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсем хушшинчи çĕнтерỹçĕсем - М.Михайлова (Аслă Таяпа ял тăрăхĕ), О.Алексеева (Курнавăш ял тăрăхĕ) тата А.Маркова (Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ). "Шыв пуллисем" пек ишеççĕ М.Скворцова (Тăрăм ял тăрăхĕ), А.Прокопьева (райбольница), В.Немцева (райадминистраци). Вĕсем - иккĕмĕшсем. Виççĕмĕш призерсем - Т.Филиппова, Н.Мешкова (райадминистраци), Р.Парферьева (культура пайĕ). Командăсем эстафетăра ишнине курса ларма питех те кăмăллă пулчĕ. Пĕрремĕш вырăна район администрацийĕн команди йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Кĕçĕн Таяпасемпе районти культура пайĕн ĕçченĕсем. Алă вăйĕ виçесси районти хĕрарăмсемшĕн юратнă спорт вăййи пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар. Çак ăмăртăва хутшăнакансем пĕр-пĕрне палласа та çитнĕ. Кашнийĕнчех пĕр çынсемех ăмăртаççĕ, призерсен йышне кĕрекенсем те çавсемех. 65 килограма çитичченхи виçере ăмăртăва хутшăнакансем хăйсемпе пĕрле спорт мастерĕ Е.Портнова тупăшнипе "хуçăлса ỹкнĕ". Вăл яланах çĕнтерỹçĕ. Аслă Пăла Тимеш ялĕн кинĕ хальхинче те чи вăйли пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Павловăпа (Аслă Таяпа ял тăрăхĕ) Н.Муллина (Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ) пайларĕç. 65 килограмран ытларах виçере ăмăртакансене пăхма питех те кăмăллă пулчĕ. Командăсем хăйсен чи вăйлă та маттур пикисене тăратни куç умĕнче. Пĕр тупăшăва та выляса яман Р.Никитина (Елчĕк ял тăрăхĕ) пĕрремĕш вырăна тивĕçлипе çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Н.Егоркина (Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ), виççĕмĕш - Н.Митрофанова (Тăрăм ял тăрăхĕ). Кăçалхи фестивальте "Хаваслă стартсем" те пысăк вырăн йышăнчĕç. Командăри пилĕк хĕрарăм палăртнă дистанцине скакалкăпа сикрĕ, боксер перчаткипе тантăшне халат тăхăнтартрĕ, тутăр çыхтарчĕ, михĕ тăхăнса, баскетбол мечĕкĕпе чупрĕ. Чи çаврăнăçуллисем шурă халатлă ĕçченсем пулчĕç. Вĕсенчен район администрацийĕн команди кăшт каярах юлчĕ. Виççĕмĕш вырăнта - Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн команди. Канат туртакансене тупăшма самаях вăй кирлĕ. Наччасрах парăнакансем тупăнмарĕç хальхинче. Çапах та темиçе хутчен вĕрен хăйсем патне туртса илекенсем район администрацийĕн чиперукĕсем пулчĕç. Вĕсем юлашкинчен районти тĕп больницăн маттур хĕрĕсене парăнтарчĕç. Иккĕмĕш - районти тĕп больницăн, виççĕмĕш - Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн командисем. Программăпа килĕшỹллĕн юлашкинчен командăсем художество пултарулăхĕпе пĕр номер кăтартрĕç. Тĕрлĕ жанрсем пулчĕç конкурсра: пĕччен, ушкăнпа юрлакансем те, шỹтсемпе савăнтаракансем те, вăрçă хуйхине курнă самантсене аса илтерекенсем те... Район больницинче ĕçлекенсем Раççей историйĕн çулталăкне халалланă номер кăтартрĕç. Куракансем вĕсене тăвăллăн алă çупрĕç. Конкурса хутшăнман хĕрарăм юлман-тăр больницăра. Жюри пĕр сăмахсăрах вĕсене пĕрремĕш вырăн пачĕ. Иккĕмĕш призерсем - культура ĕçченĕсем. Вĕсен мыскари те куракансене чун каниччен култарчĕ. Виççĕмĕш вырăнта - Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи культработниксем. Пĕтĕм тупăшу хыççăн çакă паллă пулчĕ: фестивалĕн куçса çỹрекен кубокне хальхинче районти тĕп больница коллективĕ тивĕçлипе çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене район администрацийĕпе Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн командисем пайларĕç. Çĕнтерỹçĕ-командăсене, уйрăм çынсене дипломсем, парнесем парса чыс турĕç. Районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Е.Михайлова культурăпа спорт фестивальне ирттерме пулăшнă спонсорсене - "ЭлектроНикс" салонĕн, районти техникăпа инвентаризаци бюровĕн, Елчĕкри пасарăн, "Поддержка" патшалăх страховани компанин, "Промсервис" НПО ЗАОн, Елчĕкри çăкăр завочĕн, "Стройэнергосервис" ОООн, "Сельхозтехника" предприятин ертỹçисене, Б.Крылов, В.Шепинов уйрăм предпринимательсене чĕререн тав турĕ. Çакна палăртма хавас: праçник пысăк хавхаланупа, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа иртрĕ. Ушкăн-ушкăнпа курма килнĕ хĕрарăмсем çитес фестивале команда тăратас кăмăллине пĕлтереççĕ. "Чăн-чăн кану кунĕ пулчĕ паян", - тенине çеç илтме тиврĕ спортпа юрă-ташă уявĕнче. Урамра йăсланакан шашлăк шăрши, тутлă апат-çимĕç хĕвеллĕ янкăр кун хĕрарăмсен пит-куçне тата илем кỹчĕç.