Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас художниксем

07 марта 2012 г.

 Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вуннăмĕш класри Диана Миронова _ вĕренỹ отличници. Лайăх вĕреннипе кăна çырлахмасть вăл, пушă вăхăтра ỹкерме юратать. Елчĕкри искусство шкулĕнче ăсталăхне туптанă хĕр ача районти, республикăри конкурссене те тăтăшах хутшăннă. Республикăри "Анне чĕри" конкурсра призерсен йышне кĕнĕ. Ĕмĕчĕ пысăк Дианăн _ амăшĕ пекех сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕн профессине алла илесшĕн вăл. Çапах та чун ыйтакан ĕçе те алăран ярасшăн мар. Вун пĕрмĕш класри Кристина Кузнецова алла аттестат илнĕ хыççăн дизайнера вĕренме каясшăн. Унăн та ỹкерес пултарулăхĕ пысăк. Хăй вăхăтĕнче Елчĕкри искусство шкулĕнче вĕреннĕ. Хĕр ача класри стена хаçачĕ кăларас енĕпе яваплă. Илеме юратакан пултаруллă пике Турă панă таланчĕ кукашшĕнчен куçнă пулĕ тесе шухăшлать.

Сăн ỹкерчĕкре: К.Кузнецовăпа Д.Миронова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика