02 марта 2012 г.
Юлашки çулсенче çĕр-шывра шкул парти хушшинчех талантлă ачасене тупса палăртас, вĕсене малалла аталанма пулăшас тĕллев тĕп вырăн йышăнать. Вĕсенчен пĕри вăл - предмет олимпиадисем. "Талантсене ятарласа тума çук, анчах вĕсем валли аталанмалли хăтлă условисем йĕркелеме пулать. Ку енĕпе мĕн чухлĕ ытларах ĕçлетпĕр - талантсемпе генисем çавăн чухлĕ ытларах пулĕç". М.ИГНАТЬЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ. Вĕренекен чи малтанах хăйĕн пултарулăхне шкулта тĕрĕслесе пăхать. Районта предметсен олимпиадисене çулсерен пиншер ача хутшăнать. Пĕр вĕренекенех хăй суйласа илекен, хăйне килĕшекен пур предмет олимпиадинче тупăшма пултарать. Уйрăмах вĕренекенсем технологи, чăваш чĕлхи, обществознани, физкультура, математика предмечĕсен олимпиадисене йышлăн хутшăнаççĕ. Вĕсене хутшăнакансен йышĕ çулран-çул ỹссе пынине палăртма кăмăллă. 2011 çулхи район шайĕнчи предмет олимпиадисенче ытларах Елчĕк, Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль, Энтепе, Чăваш Тăрăм шкулĕсенче ăс пухакансем палăрнă. Уйрăмах Елчĕк шкулĕнче 11 класра вĕренекен Инна Шадрикова пирки чарăнса тăрас килет. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче вăл 8 предметпа призлă вырăн çĕнсе илнĕ. Кăçал Инна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендине тивĕçнĕ. Елчĕк шкулĕнчи Александр Васильев та районти олимпиадăсенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Вăл та маларах асăннă премие илсе тăрать. - Мĕн пĕчĕкрен пултарулăха ỹстерме май пурри питĕ лайăх. Олимпиадăра хамăр пĕлĕве кăтартма май пур. Юратакан предмета тĕпрен алла илес тесен вĕренмелли, ăс пухмалли майсем çителĕклĕ паян,- теççĕ ЧР Президенчĕн стипендине илсе тăракансем. Иртнĕ çул та Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем стипендиатсен йышне кĕнĕччĕ. Настя Чумановăпа Сергей Васильев халĕ çĕр-шывăн аслă шкулĕсенче вĕренеççĕ. Çавăн пекех М.Корнилова (Курнавăш), Анна Митрофанова (Çирĕклĕ Шăхаль), Павел Нягин (Елчĕк) ырă ята тивĕçлĕ. Вĕсем ултшар предметпа призерсен йышне кĕнĕ. Денис Васильев, Ольга Степанова, Николай Шаков (Елчĕк) пилĕкшер предметпа малти вырăнсене йышăннă. Кăçал та предметсен олимпиадисем районта та, республикăра та хĕрỹ иртнĕ. Елчĕк районĕнчи вĕренекенсем юлашки çулсенче республика шайĕнчи ăмăртусенче паха кăтартусем тăваççĕ. Калăпăр, 2010 çулта 9 призлă вырăн йышăннă, 2011 çулта - 14, 2012 çулта - 12. Пĕтĕмпе республика шайĕнчи 22 предмет олимпиадине 72 вĕренекен хутшăннă. Павел Нягин астрономипе (Елчĕк), Ольга Антонова правăпа (Таяпа Энтри) пĕрремĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Айсылу Сунгатуллина вырăс чĕлхипе, Татьяна Емильева технологипе (Кушкă), Антон Игнатьев экологипе (Лаш Таяпа), Сергей Уфуков технологипе, Ольга Степанова чăваш чĕлхипе тата литературипе, Денис Васильев историпе, Наталия Траншкина правăпа, Сергей Баранов технологипе (Елчĕк), Мария Корнилова тăван ен культурипе, Наталья Авксентьева чăваш чĕлхипе тата литературипе (Курнавăш) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Çакна палăртмалла, çĕр-шывра çамрăк талантсене тупса палăртмалли концепци хатĕрленĕ. Унта, чи малтанах, мĕн пур ачана хăйсен пултарулăхне аталантармалли майсем туса парассине палăртнă. Çавăнпа та вĕренекенсем шкултах тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартни пысăк пĕлтерĕшлĕ.