Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей тата улшăнакан тĕнче

02 марта 2012 г.

Раççей тата улшăнакан тĕнче Çак кунсенче "Московские новости" хаçатра (2012, нарăс, 27) В.Путинăн "Раççей тата улшăнакан тĕнче" статйи пичетленсе тухрĕ. Маларахри статйисенче В.Путин ытларах шалти политика пирки сăмах хускатрĕ пулсан, çак статьяра тулашри татса памалли ыйтусене хускатать, çĕр-шывăмăрăн тĕнчери вырăнне палăртать, улшăнакан тĕнче пирĕн экономикăпа культура сферинче, бюджетпа инвестици тĕлĕшĕпе йышăнусем тума хистенине хыпарлать. Раççей экономика тĕлĕшĕнчен те, информаци сарас тĕлĕшпе те, культура енчен те тĕнчен пысăк пайĕ шутланать. Пире ура çинче çирĕп тăнă тата вăйлă чух анчах хисепленине туйса Раççей яланах тулашри никама пăхăнман политикăна тытса пымалли привилегипе усă курнă, курать те. "Эпир такам сĕннĕ йышăнăва мар, хамăр интерессемпе тĕллевсене шута хурса туса пырăпăр. Малашне те çапла пулĕ", - пĕлтерет çакăн пирки Правительство Председателĕ. Статьян пĕр пайне "Араб çуркунни": уроксемпе пĕтĕмлетỹ" ятпа палăртнă. Сăмах кунта араб çĕр-шывĕсенчи пăлхану пирки пырать. Çулталăк каялла тĕнче феноменпа - араб çĕр-шывĕсенчен чылайăшĕнче авторитарлă режимсене хирĕç пĕр вăхăталла йĕркеленĕ демонстрацисемпе тĕл пулчĕ. Кун пирки ертỹçĕ çапла ăнлантарать: "Араб çуркуннине" малтанлăха ырă улшăнусен шанăçĕпе çыхăнтарчĕç. Раççейре пурăнакансем демократи реформишĕн çине тăракансен майлă пулчĕç. Çапах та кăштахран чылай çĕр-шыври пулăмсем цивилизаци сценарийĕпе аталанманни паллă пулчĕ. Демократие çирĕплетес, сахалрах йышлисен прависене хỹтĕлес вырăнне - тăшмана кăларни, пĕр вăй пуç пулса тăнине тата хаяртараххи, хăрушăраххи пуç пулса тăрассипе улăштарчĕç". Пĕтĕмĕшле илсен, араб тĕнчинче пулса иртни ыттисемшĕн питех те вĕрентỹллĕ. Паянхи кун Интернет, социаллă çыхăну, карас телефонĕсем тата ытти те - телекуравпа пĕрлех - шалти тата пĕтĕм тĕнчери политикăн тухăçлă инструменчĕ пулса тăчĕç. Тĕплĕнрех калас пулсан, паян тулаш политика тĕллевĕсене хĕç-пăшалсăр, информаципе тата витĕм кỹмелли ытти мелпе пурнăçламалли инструментсемпе меслетсен пуххи анлă сарăлса пырать. Шел те, чылай чухне ку меслетсемпе экстремизма, национализма ỹстерме тата хĕтĕртме, общество ăс-тăнĕпе чеен усă курма, никама пăхăнман патшалăхсен шалти политикине тỹрремĕн хутшăнма усă кураççĕ. "Ку - хăйне евĕрлĕ ирĕклĕ калаçăва Интернетра малашне те аталантарнă май унпа террористсемпе преступниксем усă курма пултарассин хăрушлăхне пĕчĕклетес тĕлĕшпе уйрăмах тĕплĕ шухăшласа ăнланмалли çĕнĕ сăлтав", - палăртать В.Путин çак темăна çĕкленĕ май. Раççее уйрăмах Ирана вăрçă хатĕрĕсемпе хĕсес, ядерлă хĕç-пăшал сарăлас хăрушлăх ỹсни хытах пăшăрхантарать. Çак инкек пулас пулсан, унăн йывăрăшне палăртма питех те хĕн. "Çивĕчлĕхе пĕр-пĕринпе килĕшсе, мирлĕ татса пама май пур. Эпир Иранăн ядерлă граждан программине аталантарма, çав шутран урана пахалатма та, ирĕк пуррине сĕнетпĕр. Анчах çакăн чухне МАГАТЭ Иранăн ядерлă мĕн пур ĕç-хĕлне пур енлĕн сăнаса тăтăр. Çакă пурнăçлансан Ирана хирĕçле мĕн пур санкцие, çав шутрах пĕр евĕрлисене те пăрахăçламалла. Анăç уйрăм çĕр-шывсене "явап тыттарас" тĕлĕшпе питех те сатур. Нумай шухăшласа тăмасăр санкци пирки аса илет е "вăрçă чукмарне" ярса тытать. Аса илтеретĕп: халĕ XIX ĕмĕр мар, ХХ ĕмĕр те хыçра ĕнтĕ". Раççейĕн Афганистан тĕлĕшĕпе хăйне евĕрлĕ интерессем пур. Çак кăсăклану сăлтавĕ те паллă. Афганистан - пирĕн çывăх кỹршĕ. Çак çĕр-шыв тикĕс те мирлĕ аталанни пире те витĕм кỹрет. Чи кирли - вăл наркохăрушлăхăн тĕп çăл куçĕ пулма пăрахтăр. Вун-вун çул çирĕплĕх çукран кунта терроризма тăранса пурăнмалли хутлăх йĕркеленни, çакă тĕнче пĕрлĕхĕшĕн чи хăрушă чĕнỹсенчен пĕри пулни паллă: "Палăртса калатăп: терроризм хăрушлăхне çуратакан кризис зонисем Раççей чиккисене питĕ çывăх тăраççĕ, пирĕн Европăри е Америкăри партнерсенчен чылай çывăхрах". Терроризма хирĕç кĕрешессипе çитĕнỹсем çук мар. Юлашки çулсенче тĕрлĕ çĕр-шывăн ятарлă службисемпе право хуралĕн органĕсен хушшинче ку енĕпе ĕçлĕ çыхăнусем палăрмаллах çирĕпленчĕç. Раççей - Пысăк Европăн, анлă Европа цивилизацийĕн уйрăлми те шайлашуллă пайĕ, унти ĕçсем мĕнле аталанса пыни пирĕншĕн ют маррине те асăннă статьяра. Пирĕн граждансем хăйсене европеецсем пек туяççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Раççей Атлантикăран пуçласа Лăпкă океан таран пĕрлехи экономика тата этемлĕх пĕрлĕхĕ (Раççей эксперчĕсем "Европа Союзĕ" текен, Раççейĕн "çĕнĕ Ази" енне экономика тĕлĕшĕнчен çаврăннă чухнехи майĕсемпе позицийĕсене çирĕплетме пулăшакан пĕрлĕх) йĕркелеме сĕнет. Юлашки çулсенче Раççейпе Америка хутшăнăвĕсене аталантарас тĕллевпе чылай ĕç тунă. Çапах та хутшăнусене тĕреклĕ тесе калама çук-ха: "Курăмлă тĕслĕх - Раççее Капитолий сăртĕнчен мĕнле хаклани. Çапах та тĕп йывăрлăх - икĕ енлĕ политика калаçăвĕ тата çыхăнса ĕçлени экономикăн çирĕп никĕсĕ çине тайăнайманни. Суту-илỹ калăпăшĕ пирĕн çĕр-шывсен экономикисен потенциалне тивĕçтермест. Хире-хирĕçле инвестицисем пирки те çавнах каламалла". Раççей Мускав тата Вашингтон пĕр-пĕрне шанса тата тачă çыхăнса ĕçлени уйрăмах кирлине палăртать: "АПШпа йĕркеленĕ хутшăнусенче эпир тата малалла кайма, паха утăмсем-ĕçсем тума хатĕрччĕ, анчах та пĕр условипе - американсем чăнласах та пĕр-пĕрне хисеплессин тата пĕр тан ĕçтешлĕхĕн принципĕсене тĕпе хураççĕ пулсан". Иртнĕ çул çĕр-шывшăн ăнăçлă çураçу тупма май килнĕрен çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери суту-илỹ организацине (ПТСИО) кĕчĕ. Çакă Раççей промышленноçĕнче тата ял хуçалăхĕнче тавар туса кăларакансен интересĕсене хỹтĕлеме май пачĕ. "Раççей, тĕнче умĕнчи тивĕçĕсене пурнăçланă пекех, ПТСИО нормисене малашне те пăхăнĕ. Пирĕн ĕçтешсем те тĕрĕс, йĕркене пăхăнса ĕçлессе шансах тăратăп", - палăртнă статьяра. Анăçри нумай партнерсенчен вĕренмелли те пур-ха пирĕн. Çавна май умра пысăк тĕллевсем тăраççĕ. Пирĕн тулаш рынокне тухма май паракан çул-йĕре çирĕплетмелле. Пирĕн çĕр-шыв пысăк. Экономика тăрăмĕнче Раççей пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Мĕншĕн тесен çĕр-шыв питĕ пуян рессурссемлĕ чи хăватлă патшалăх. Тĕнчере унпа танлашаканни урăх çук. Нефтьпе газа кăна мар, вăрманпа ял хуçалăх çĕрĕсене, ĕçмелли шыв саппасĕсене шута илсе те. Тĕп шухăш кунта çакă. Раççей территорийĕ - çĕр-шыв вăй-хăвачĕн çăл куçĕ. Унччен капашлă пысăк лаптăк пирĕн патшалăхшăн тулашран тапăнса кĕрекенсенчен хỹтĕленмелли буфер вырăнĕнче пулнă. Халĕ, экономикăна тĕрĕс çулпа илсе пырсан, вăл конкурентлăха çирĕплетмелли çирĕп никĕс пулса тăма пултарать: "Сăмахран, тĕнчере ĕçмелли шыв хăвăрт сахалланса пынине аса илтеретĕп. Çитес тапхăрта шыв саппасĕшĕн, унран тăракан тавар туса кăларассишĕн геополитика конкуренцийĕ пуçланассине халех тĕшмĕртме пулать. Пирĕн алăра хăватлă малашлăх. Эпир ăнланатпăр: пире пỹрнĕ пуянлăха перекетлĕ тата малашлăха курса усă курмалла". "Раççей малашне те тĕнче политикине хастар хутшăнас, тĕнче анлăшĕнчи тата регион проблемисене татса парас ĕçре наци интересĕсене тата хăйĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтересшĕн. Эпир ĕçлĕ, пĕр-пĕриншĕн усăллă хутшăнусене, чикĕ леш енчи мĕн пур партнерпа уçă калаçăва кĕме хатĕр. Эпир партнерсен интересĕсене шута илме тата ăнланма ăнтăлатпăр, анчах пирĕн интерессене хисеплеме те ыйтатпăр", - палăртать премьер статьяна вĕçленĕ май.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика