Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлава çапла хатĕрленмелле!

29 февраля 2012 г.

 Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне район территорийĕнче тивĕçлипе хатĕрленсе ирттерсе ярасси" темăпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, участоксенчи суйлав комиссийĕсен председателĕсен тата секретарĕсен семинар-канашлу иртнĕ. Ăна Елчĕк районĕнчи территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Левый ертсе пынă. Канашлура суйлавпа çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене хускатнă тата саккунсене ăнлантарнă. Суйлав вăхăтĕнче пушар тата ытти хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнас тĕлĕшпе тимлĕ пулмаллине те аса илтернĕ. Семинар-канашлăва хутшăннисем Аслă Елчĕк ялĕнче вырнаçнă 1113, 1114-мĕш суйлав участокĕсенче пулнă, асăннă участоксенче суйлава мĕнле хатĕрленнипе тĕплĕн паллашнă. Семинар-канашлăва хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин асăннă суйлав участокĕсен членĕсем яваплăха çирĕп туйнине, ытти суйлав участокĕсен те суйлава çапла тĕплĕн хатĕрленмеллине тата вĕсенчен тĕслĕх илмеллине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика