Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, Çăварни, Çăварни!

29 февраля 2012 г.

Эх, Çăварни, Çăварни!

 Кĕçĕн Çăварни кунĕ урамра кунĕпех çил-тăман алхасрĕ пулин те, Елчĕкри тĕп лапама хĕле ăсатма йышлăн пуçтарăннă халăха хăратаймарĕ вăл. Хĕл халех каясшăн пулманнине, çуркуннене çăмăллăнах парăнманнине кăтартасшăн пулчĕ ахăртнех çут çанталăк. Хĕле ăсатассипе çыхăннă мероприяти питĕ хаваслă иртрĕ. Уява пуçтарăннисем сивве пăхмасăр чун-чĕререн савăнма тата канма пултарчĕç çак кун. Çуллă икерчĕпе вĕри чей, вĕри шашлăк, хаваслă юрă-кĕвĕ, халăх вăййисем, спорт ăмăртăвĕсем, кỹлнĕ лашасем çине ларса катаччи чупни кăмăл-туйăма çĕклерĕç. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем хĕле ăсатассипе çыхăннă сценарие кашни çулах пуян та интереслĕ хатĕрлеççĕ, çавна май халăх уявра чун-чĕререн савăнма пултарать. Хĕл Мучипе Юр Пике пиртен тем пекех уйрăлса каясшăн мар пулсан та, çут çанталăк саккунĕнчен иртеймĕн. Вĕсен ирĕксĕрех çут çанталăкăн тепĕр пулăмне - ăшă та хаваслă Çуркуннене çул памах тиврĕ. Çак саккуна хирĕç усал шухăшлă Тухатмăш карчăк та, ытти юмах паттăрĕсем те каяймĕç. Уява пуçтарăннисене Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕ. Николай Петрович кашнинех çирĕп сывлăх, телей, ырăлăхпа тăнăç пурнăç сунчĕ. Унтан куракансене ял тăрăхĕсенчен килнĕ пултарулăх коллективĕсем хăйсен хаваслă юрри-кĕввисемпе саламларĕç. Вĕсемпе пĕрле халăх карталанса юрларĕ те, ташларĕ те. Спорта кăмăллакансем вара концерт вăхăтĕнчех тĕп лапамра тата тĕп стадионра иртнĕ спорт ăмăртăвĕсемпе халăх вăййисене хутшăнчĕç. Кире пуканĕ йăтакансен хушшинче чи вăйлисем Н.Авксентьевăпа (Кивĕ Эйпеç) Н.Николаев (Ĕнел) пулчĕç. Армспорт та халăха йышлăн пуçтарчĕ. Кунта çĕнтерỹçĕ ята Елена Портнова (Аслă Пăла Тимеш) тата Сергей Солин (Тĕмер) тивĕçрĕç. Михĕпе чупса И.Петровăпа А.Демьянов (Елчĕк) çĕнтерчĕç. Калуш ывăтассипе А.Данилова (Тỹскел) çитекен пулмарĕ. Канат туртакансен ăмăртăвĕ те хĕрỹ иртрĕ. "Прогресс" ЗАО ĕçченĕсем пуринчен те вăйлă пулнине кăтартса пачĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Çĕнĕ Пăвасем, виççĕмĕшĕнче - Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ĕçченĕсем пулчĕç. Йĕлтĕр ăмăртăвне кăмăллакансем Тĕп стадиона пуçтарăнчĕç. Хĕрсенчен 9-мĕш классен хушшинче чи мала Надежда Чернова (Шăмалак) тухрĕ. Шăмалакран килнĕ тепĕр вĕренекен Светлана Сергеева - иккĕмĕш, Аслă Елчĕк шкулĕн чысне хỹтĕленĕ Татьяна Афанасьева виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Арçын ачасенчен Феликс Ертмаков (Çĕнĕ Пăва), Дмитрий Калашников (Аслă Елчĕк), Владимир Марков (Яманчỹрел) призлă вырăнсене йышăнчĕç. 10-11-мĕш классен хушшинче Татьяна Сергеева (Шăмалак) тата Петр Малов (Аслă Елчĕк) - пĕрремĕш, Олеся Мальковăпа Александр Соколов (Аслă Елчĕк) - иккĕмĕш, Наталья Черновăпа (Шăмалак) Сергей Викентьев (Çĕнĕ Пăва) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Юрă-ташăра тата спортра, халăх вăййисенче палăрнисене парнесемпе чысларĕç. Начар ĕçсене, усал та киревсĕр йăласене пăрахăçласа катемпие ("Çăварни карчăкне") çунтарса ячĕç уява пуçтарăннисем. Малашлăх пурнăçра ырăлăх тата ăшăлăх, тăнăçлăх хуçалантăр. 

Сăн ỹкерчĕкре: уяв саманчĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика