Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр тăван Клементьевсен призĕсемшĕн

29 февраля 2012 г.

Пĕр тăван Клементьевсен призĕсемшĕн

Пирĕн районта йывăр атлетика хисепре. Спортăн çак тĕсĕнче палăрнисен хушшинче - Патреккелти Клементьевсен çемйи. Вĕсен спортри çитĕнĕвĕсене шута илсе кашни çулах нарăс уйăхĕнче Патреккелти спорт залĕнче пĕр тăван Леонард, Валерий, Александр, Юрий тата Борис Клементьевсен республикăри турнирĕ иртет. Кăçалхипе 25-мĕш хут пулчĕ вăл. Турнирта Елчĕксемпе пĕрле Патăрьел, Вăрнар, Улатăр районĕсенчен, Шупашкартан килнĕ спортсменсем ăмăртрĕç. Клементьевсен аслă тата кĕçĕн ывăлĕсем Леонардпа Борис СССР спорт мастерĕн нормативне тултарнă, Пĕтĕм Союзри ăмăртусенче мала тухнă. Леонард Демьянович çар служби хыççăн Ленинградри Лесгафт ячĕллĕ физкультура институтне пĕтернĕ. Вăл Раççейри йывăр атлетикăна аталантаракансенчен пĕри. 1969 çулта РСФСРти халăхсен спартакиадинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Каярахпа Санкт-Петербургра штангистсен пĕрлештернĕ командин тренерĕнче, Ленинград облаçĕнче профсоюз канашĕн методика кабинечĕн заведующийĕнче тăрăшнă. Борис Демьянович та пиччĕшĕн çулĕпе кайнă. Спортпа вăл ачаранах туслă пулнă, Елчĕкри спорт шкулĕнчи йывăр атлетика секцине çỹренĕ. Каярах вăл та Ленинградри Лесгафт ячĕллĕ физкультура институтне вĕренме кĕнĕ. Вĕреннĕ вăхăтра штанга йăтассипе нумай ăмăртусен çĕнтерỹçи пулнă. 19 çулта СССР спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Борис Демьянович 1993 çул вĕçĕнче Мускавра Совет Союзĕн Геройне, тĕнчери пĕрремĕш чемпиона Г.Новака асăнса ирттернĕ штангистсен пĕтĕм тĕнчери ăмăртăвне хутшăнса пысăк çитĕнỹ тунă. Вăл икĕ упражненире 217 кг пухнă, кăкăр çинчен 122 кг тĕртсе тата помост çинчен 95 кг снаряда йăтса илсе ăмăрту çĕнтерỹçи пулса тăнă. 1996 çулта Борис Клементьев Раççей чемпионачĕн пăхăр призерĕ пулса тăнă. Б.Клементьев чылай вăхăт Патреккел шкулĕнче ачасене физкультура предметне вĕрентнĕ. 2004 çултанпа Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Клементьевсен Александрпа Юрий ывăлĕсем те йывăр атлетика енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕсем. Чăваш Республикин тата Ленинград хулин йывăр атлетика енĕпе ирттернĕ ăмăртусен чемпионĕсем. Вĕсем çамрăкранах Елчĕкри спорт шкулĕнчи йывăр атлетика секцине çỹренĕ, Ленинградри физкультура институтне вĕренсе пĕтернĕ. Александр 2005 çултанпа халăха вĕрентес ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Вĕсемпе пĕр тăван Валерий Демьянович штанга йăтассипе Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă. Валерий ывăлĕ Олег та çĕр-шывра, республикăри ăмăртусенче палăрнă, Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Клементьевсен призĕсемшĕн иртнĕ ăмăртура çак спортсменсем палăрчĕç: 32 кг 1.Е.Ертмакова (Курнавăш ял тăрăхĕ). А.Сухарев (Патăрьел). 2. М.Портнова (Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ). А.Паршуков (Курнавăш ял тăрăхĕ). 3. Н.Шайманова. И.Петров. (Патăрьел). 34 кг 1. А. Адикин. 2. Е.Сымкин (Патăрьел районĕ). 3. Д.Пробкин (Курнавăш ял тăрăхĕ). 38 кг 1. Д.Гаврилов. 2. В.Фомин. 3. А.Алексеев. 42 кг 1. А.Чермаков (Курнавăш ял тăрăхĕ) 2. С.Мальцев (Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ). 3. С.Пробкин (Курнавăш ял тăрăхĕ). 46 кг 1. Д.Зайцев (Курнавăш ял тăрăхĕ), 2. М.Щукин (Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ). 3. П.Карсаков (Патăрьел районĕ). 50 кг 1.В.Викторов (Елчĕк). 2. В.Новиков (Курнавăш). 3. Э.Миронов (Аслă Пăла Тимеш). 56 кг 1. А.Иноходов (Аслă Пăла Тимеш). 2. С.Грибов (Курнавăш). 3. М.Кушников (Аслă Пăла Тимеш). 62 кг 1.А.Зайцев (Аслă Пăла Тимеш). 2. Д.Давыдов. 3. Д.Маллин (Патăрьел). 69 кг 1. А.Карсаков (Патăрьел). 2. П. Филимонов. 3. А.Шляпин (Елчĕк ял тăрăхĕ). 77 кг 1. С.Мышов (Патăрьел). 2. И.Плешков. 3. И.Горшков (Елчĕк ял тăрăхĕ). 77 кг ытларах виçере 260 кг пухса А.Кириллов (Вăрнар) çĕнтерчĕ. Иккĕ-мĕш вырăна 148 кг пухса М.Зайцев (Курнавăш ял тăрăхĕ) тухрĕ. Ветерансем хушшинче Ю.Балтаев (Аслă Пăла Тимеш) палăрчĕ. Ăмăрту итогĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн командăсенчен чи малти вырăна Елчĕк ял тăрăхĕ йышăнни паллă пулчĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче - Аслă Пăла Тимеш тата Курнавăш ял тăрăхĕсен командисем. Ăмăртăва хутшăннисем çак пысăк мероприятие йĕркелесе ирттерме пулăшнă спонсорсене - "Прогресс" ЗАОна (П.Скворцов), Елчĕк ял тăрăхĕн администрацине (В.Сайкин), Патреккел шкулне (О.Петрова), "Санти" ОООна (Ю.Александров) пысăк тав сăмахĕ калаççĕ. 

Сăн ỹкерчĕкре: пĕр тăван Борис, Юрий, Леонард тата Александр Клементьевсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика