29 февраля 2012 г.
Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кушкăри вăтам шкулăн спорт залĕнче республикăри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем пуçтарăнчĕç. Кăçалхипе турнир саккăрмĕш хут иртрĕ. Турнира Шупашкар, Патăрьел, Шăмăршă, Канаш районĕсенчи спортсменсем, районтан Кушкăри, Аслă Елчĕкри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Çĕнĕ Пăвари, Патреккелĕнчи спортсменсем хастар хутшăнчĕç. 27 кг виçере Аслă Елчĕкри Алексей Тябуков пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Канашран килнĕ Данил Цыгановпа Çĕнĕ Пăвари Андрей Крысов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Ытти виçесенчи каччăсем те хăйсен пуçарулăхĕпе палăрчĕç. 30 кг виçере пĕрремĕш вырăна Шупашкарти Илья Андреев йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Николай Лапшин (Çирĕклĕ Шăхаль), Данил Викентьев (Çĕнĕ Пăва). 34 кг 1. Александр Иванов (Патăрьел). 2. Дмитрий Нягин (Шăмăршă). 3. Николай Абрамов (Çĕнĕ Пăва). 38 кг 1. Дмитрий Дергунов (Кушкă). 2. Александр Блинов (Кушкă). 3. Кирилл Лазарев (Аслă Елчĕк). 1999 çулта çуралнă атлетсенчен: 42 кг 1. Роман Пыркин (Шупашкар). 2. Максим Павлов (Кушкă). 3. Александр Баринов (Кушкă). 42 кг 1. Степан Филиппов (Шупашкар). 2. Владислав Астахов (Канаш). 3. Дмитрий Антонов (Кушкă). 46 кг 1. Дмитрий Обручков (Аслă Елчĕк). 2. Николай Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 3. Никита Убиенных (Шупашкар). 50 кг виçере Григорий Иванов (Кушкă) пĕрремĕш, Дмитрий Печковпа (Аслă Елчĕк) Ярослав Логинов (Патăрьел) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. 54 кг 1. Геннадий Зайцев (Кушкă). 2. Евгений Изратов (Елчĕк). 3. Александр Кукурузов (Çĕнĕ Пăва). 58 кг 1. Александр Чернов (Аслă Елчĕк). 2. Руслан Крысов (Çĕнĕ Пăва). 3. Алексей Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 60 кг 1. Павел Зайцев (Кушкă). 2. Александр Мольков (Аслă Елчĕк). 3. Роман Галимов (Кушкă). 66 кг 1. Алексей Лаврентьев (Патăрьел). 2. Эдуард Дергунов (Кушкă). 3. Эдуард Николаев (Çирĕклĕ Шăхаль). 74 кг 1. Константин Миллин (Патреккел). 2. Дмитрий Галошев (Кушкă). 3. Андрей Трофимов (Кушкă). Çак турнира ирттерме Шупашкар хулинче пурăнакан "Телерадиосервис" АУО генеральнăй директорĕ Н.Баринов, пĕр тăван Александрпа Алексей Бакинсем предпринимательсем тата Николай Трофимов укçа-тенкĕ, парнесем парса чыс турĕç. Çавăн пекех ăмăртăва йĕркелеме Кушкăри вăтам шкулта физкультурăна вĕрентекен С.Шавкин хастар хутшăннине палăртас килет. Вĕсене питĕ пысăк тав.