29 февраля 2012 г.
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн 718 субъектне регистрациленĕ. Çав шутран 106 пĕчĕк предприяти, 612 уйрăм предприниматель шутланать. Предприятисенче пурĕ 1755 çын тăрăшать. Пĕчĕк бизнес вăй илсе пынă май вĕсем туса кăларакан продукци калăпăшĕ те çулран-çул ỹссе пырать. Иртнĕ çул пĕчĕк тата вăтам предпринимательсем туса кăларнă продукци тата пурнăçланă ĕç-хĕл 393,5 миллион тенкĕпе танлашнă. Районти 3 предприниматель республика шайĕнчи конкурса хутшăнса 300-шер пин тенкĕлĕх грантсене тивĕçнĕ. Харкам хăй ĕçне пуçаракансене паян патшалăх 58800 тенкĕ парса пулăшать. Çавна май патшалăх пулăшăвĕпе хăйсен ĕçне пуçарнă е малалла аталантарнă теветкеллĕ предпринимательсен йышĕ те ỹссех пырать. Вĕсен йышне Турхан ялĕнчи П.Карсаков çемйине, Аслă Елчĕкри В.Соколова, Д.Райкова, В.Патшина, Елчĕкри Т.Новиковăна, В.Уразгильдина, Е.Смирнова, Г.Молодова, Вăрăмхăвари Л.Нагайцевăна, Таяпа Энтринчи Ф.Шадриковпа А.Петрова тата ытти нумай-нумай предпринимателе кĕртме пулать. Вĕсенчен пĕрисем мăйракаллă шултра выльăх, сысна ĕрчетессипе, теприсем теплицăсенче çулталăк тăршшĕпех е сезон тапхăрĕнче экологи тĕлĕшĕнчен таса пахча çимĕç ỹстерсе çитĕнтерессипе, компьютер е ытти техника, автомашина юсассипе, йывăçран тата ытти материалтан алăксемпе чỹрече рамисем, сĕтел-пукан хатĕрлессипе, минтерсене тасатса çĕнетессипе тата ытти ĕç-хĕлпе тимлеççĕ. Хăшĕ-пĕри халăха районта халĕччен пулман пулăшусемпе те тивĕçтернине палăртма кăмăллă. Чăваш Республикин тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн, пурĕ 68 ĕçсĕр çын хăйсен ĕçне уçма 4,2 миллион тенкĕпе усă курнă.