Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхе çухатмастпăр

29 февраля 2012 г.

 Террорла актсене хирĕç тăрасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине ШĔМĕн "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе ятарласа хатĕрленĕ планпа килĕшỹллĕн ĕçлесе пыратпăр. Граждансен тимлĕхне ỹстерме хистесе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем информаципе пропаганда ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Халăха та ку енĕпе уйрăмах тимлĕ пулма, урамра е çурт таврашĕнче иккĕлентерекен япаласене курсан, шанчăксăр çынсене асăрхасан тỹрех шалти ĕçсен полици пайне шăнкăравлама ыйтатпăр. Çын йышлă çỹрекен, массăллă мероприятисем иртекен вырăнсене асăрхаса тăрассине йăлана кĕртнĕ. Паспортпа виза режимне пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе хăна çуртĕнче, общежитисенче, ют регионтан килекен çынсем вăхăтлăх чарăнакан е ĕçлекен вырăнсенче, хăрушлăх кăларса тăратакан объектсенче пулса тĕрĕслевсем ирттеретпĕр. Çак сăлтавпах çул-йĕр инспекторĕсем те тимлĕхе çухатмаççĕ, ют регионтан килнĕ транспорт хатĕрĕсене чарса тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Терроризмран асăрханасси çине районта йĕркеленнĕ террора хирĕçле комисси те пысăк тимлĕх уйăрать. Умра _ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие тивĕçлипе ирттерсе ярас, халăха сыхлăхпа тивĕçтерес ĕçре кашнинех тимлĕ пулма иккĕлентерекен пулăмсене асăрхасан полици пайне 2-50-02 телефонпа шăнкăравлама ыйтаççĕ йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика