29 февраля 2012 г.
Наркомани - общество чирĕ. Пурнăçне çак хăрушă чирпе çыхăнтарнă çыннăн малашлăхĕ тĕтреллĕ. Наркомани аталанăвĕ пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă. Этем вăйсăрлăхĕпе усă курса пуйма ĕмĕтленекенсем тупăнсах тăраççĕ. Çак киревсĕр ĕçе ытларах çамрăксене явăçтарни паллă. Наркомани паянхи кун çĕр-шыв умне анчах мар, пĕтĕм тĕнче умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине шута илсе çак сиенлĕ йăлапа кĕрешес ĕçе пĕтĕм обществăн активлă хутшăнасчĕ. Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма, киревсĕр йăласенчен аякра тăма хистес тĕллевпе Елчĕкри тĕп вулавăшра "Сывă пурнăç йĕркин шкулĕ" клуб ĕçлет. Библиотека ĕçченĕсем клуб членĕсене тата шкул ачисене йыхравласа "Наркомани - общество тăшманĕ", "Сывă пурнăç йĕркипе туслă пул" тата ытти темăпа час-часах мероприятисем йĕркелеççĕ. - "Сывă пурнăç йĕркин шкулĕ" клуб 1996 çултанпа ĕçлет. Асăннă тĕл пулусен тĕп тĕллевĕ - çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма хăнăхтарасси, киревсĕр йăласен сиенне тĕплĕн тишкерсе вĕсене сивлесси, - пĕлтерет Н.Петрова библиотекарь. - Сăмахсене пурнăçран илнĕ тĕрлĕ тĕслĕхсемпе, видео куравсемпе çирĕплетнин витĕмĕ пысăк. 1996 çултанпа ĕçлекен клубпа туслă çыхăнура пулнă сахал мар çамрăк ỹссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тăнă, вĕсем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлеççĕ е вĕренеççĕ ĕнтĕ. Чылайăшĕ районта пулнă май вулавăша кĕрсе тухни кăмăла çĕклет. Маларах асăннă тĕллеве мала хурса библиотекарьсем тухтăрсене явăçтарса шкулсенче те час-часах пулаççĕ.