Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕç-пăшал упрас йĕркене пăхăнмалла

29 февраля 2012 г.

ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕ граждансем хĕç-пăшалпа усă курас йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесех тăрать. Елчĕк тата Комсомольски районĕсен территорийĕнче паянхи кун регистрациленмен 3 пайăр сыхлав предприятийĕ шутланса тăрать. Вĕсем хураллакан 3 объектра 5 хурал ĕçченĕ тăрăшать. Çавăн пекех 588 уйрăм çынра 701 хĕç-пăшал шутра тăрать. Юлашки çулсенче хĕç-пăшалпа усă курас текенсен йышĕ чакса пынине те палăртмалла. Вĕсем усă курнă хĕç-пăшала сутаççĕ е кивелнĕрен пăрахăçлаççĕ. Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче хăш-пĕр граждансем хĕç-пăшала упрас йĕркесене пăхăнманни паллă. Сăмахран, 26 çын хĕç-пăшала палăртнă вăхăтра регистрацилемен, 17-шĕ ăна упрас тата илсе çỹрес йĕркене пăхăнман. Иртнĕ çулхи 4-мĕш кварталта участоксенчи полици уполномоченнăйĕсем пурĕ 719 тĕрĕслев ирттернĕ, йĕркене пăхăнман 45 тĕслĕхе тупса палăртса хуçисенчен 36 единица хĕç-пăшал туртса илнĕ. 36 çын саккунсăр майпа упранакан хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене пырса панă. Граждансем официаллă майпа регистрацилемен хĕç-пăшалпа усă курса преступлени çулĕ çине тăнă тĕслĕхсем те пулчĕç. Çавăнпа саккунсăр майпа хĕç-пăшал упракан граждансене хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе шалти ĕçсен пайне килсе пама ыйтатпăр. Çапла тусан вĕсем административлă е уголовнăй айăплавран хăтăлĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика