Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухтăрсемпе тивĕçтерме

29 февраля 2012 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавĕн ялсенчи учрежденийĕсене медицина кадрĕсемпе тивĕçтермелли мерăсем çинчен Указ кăларнă. Указа Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин пуçарнипе хатĕрленĕ "Земство тухтăрĕ" проекта пурнăçлас тĕллевпе йышăннă. Асăннă проекта пурнăçласа федерацин "Раççей Федерацийĕнчи обязательнăй медицина страхованийĕ çинчен" саккунĕпе профессин аслă пĕлĕвĕн вĕренỹ учрежденине пĕтернĕ хыççăн 2011-2012 çулсенче яла ĕçлеме килнĕ е яллă вырăна тепĕр çĕртен ĕçлеме куçнă, çавăн пекех РФ субъекчĕн ĕç тăвакан власть органĕн уполномоченнăйĕпе тивĕçлĕ килĕшỹ тунă 35 çул тултарман медицина ĕçченĕсене 2012 çулта пĕр хут тỹлекен 1 млн тенкĕлĕх компенсаци пама палăртнă. Указра сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсене хавхалантармалли ытти мелсене те палăртнă. Çавна май çурт-йĕр тумашкăн е туянмашкăн ипотека кредичĕ илме килĕшỹ тунă çамрăк специалистсене килĕшỹ тунă кунран пуçласа 10 çул таран çулталăкра тỹлемелли процентсен пайне (4 процент таран) республика бюджетĕнчен саплаштарĕç. Хальхи вăхăтра республикăри 21 сывлăх учрежденийĕ ялта вырнаçнă. Çавăн пекех 7 больницăн тĕрлĕ подразделенийĕ хăйĕн ĕç-хĕлне ялта пурнăçлать. 2011 çулта республикăри ялсенчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене медицинăн аслă пĕлĕвне илнĕ 35 çула çитмен 13 çынна, çавăн пекех вăтам пĕлỹллĕ 9 специалиста вырнаçтарнă. Асăннă учрежденисене врачсемпе тивĕçтересси - 88,3 процентпа, вăтам персоналпа - 96 процентпа танлашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика