29 февраля 2012 г.
Вăрмансене "пирĕн планетăн ỹпки" теççĕ. Вăрманти ỹсен-тăрансем кислород çав тери нумай кăлараççĕ тата кăмрăк йỹçек газĕ илеççĕ. Çакна шутласа пĕлнĕ: пĕр гектар çинчи вăрман пĕр сехет хушшинче икĕ çĕр çын сывласа кăларнă чухлĕ кăмрăк йỹçек газĕ илет. Вăрман сывлăша тусанран та тасатать. Унсăр пуçне, йывăçсен çулçисем сывлăша уйрăм япаласем - фитонцидсем кăлараççĕ. Вĕсем чирлеттерекен микробсене вĕлереççĕ. Вăрман юхан шывсемпе кỹлĕсене упрать, тăпрана сыхлать, çынсене хăйĕн илемĕпе савăнтарать. Вăрманта канни çыннăн кăмăлне çĕклет, сывлăхне çирĕплетет, пире мĕн чухлĕ кăмпа, çырла, эмел курăкĕ парнелет. Литература вулавĕн, "Тăван тавралăх", çыру урокĕсенче эпир ачасемпе час-часах вăрман çинчен калаçатпăр. "Çуллахи вăрманта", "Çумăр хыççăн вăрманта", "Хĕллехи вăрманта" ятлă калавсем çыратпăр. Анчах та ачасенчен чылайăшĕ вăрмана кайса та курман. Мĕншĕн тесен Елчĕкре вăрман çук. Иртнĕ çулла ачасене Ырсамай паркĕнче лартса ỹстернĕ йывăçсене курма илсе кайрăм. "Ачасем, вăрман вăл çакăн евĕрлĕ", - тесе ăнлантартăм. Вăрманта ỹсекен чечексем те пур, кунта ял çыннисем кăмпа та пуçтарма пуçланă. Анчах та çакна пурте ăнланаççĕ-и-ха? Нумаях пулмасть Совет урамĕпе иртсе пыратăп. Такамăн чăрсăр алли миçе çул ỹснĕ çăкасене хуçса хăварнă. Çав çынна ман çапла калас килет: "Касма çăмăл, ỹстерме йывăр". Ку ĕçе хăй ĕмĕрĕнче пĕр йывăç ỹстерсе курман çынах тунă ĕнтĕ. Манăн мăшăр та кашни çулах йывăç лартать. Пирĕн тăрăхра çуккисене илсе килет: маньчжури мăйăрĕ, каштан. Йывăçсене вăл çар комиссариачĕн çурчĕ хыçĕнчи лаптăка лартать. Юлашки çулсенче çу уйăхĕсем шăрăх тăраççĕ. Эпĕ вара çав йывăçсене пăхса тăратăп, шăваратăп. Анчах та вĕсем ỹссе çитĕннине курса пулĕ-ши? Ача-пăча, çитĕннисем вĕсене хуçса пĕтермĕç-ши? Йывăçсене упрасси - кашни çын тивĕçĕ. Эпир çут çанталăк хăнисем, çавăнпа хамăра хамăр йĕркеллĕ тытасчĕ.